АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăтăлма йывăр авăр

26 ноября 2010 г.

Пĕр хут наркотик тутансан унран хăтăлма питех те йывăр. Çын вара вăл хушнă пек пурăнма тытăнать. Наркотикпе туслашнă пулсан этемлĕх туйăмĕ пачах та сÿнет. Вăл вара савăнма та, хурланма та пĕлмест.

Самантлăх савăнăç вара ăна тĕрлĕрен преступлени çулĕ çине тăратать. Шурă порошок тĕрлĕрен чир-чĕрĕн пуçламăшĕ те пулса тăрать. Тĕслĕхрен: ВИЧ-инфекци тата ар органĕсем урлă ерекен ытти тĕрлĕ чирсем. Чир вара пĕр шелсĕр шалтан та шалалла кĕрсе пырать. Малтанах наркотикпе çыхланса кайнисем çак хăрушă чирпе çамрăк ачасене ытларах явăçтарса тĕп тăвасшăн çунаççĕ.Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсен çул çитмен ачисене сăнасах тăмалла. Наркотикпе çыхланса кайма пуçланă ачасен чи малтан характерĕ улшăнать. Килтен хаклă япаласемпе укçа-тенкĕ çухалма тытăнать, шкула каяс мар тесе тĕрлĕрен сăлтавсем шырама тытăнаççĕ. Çак вăхăтра ачасемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла, вăрçса хăтарса пăрахмалла мар, сăлтавне тĕпчесе пĕлме тăрăшмалла.

Аслисем те пĕлсе тăрсах çак шурă порошокăн серепине çакланаççĕ. Çавна пулах мĕн чухлĕ çемье арканмасть-ши. Кĕскен каласан шурă порошок авăрне çакланасран пурин те тимлĕ пулмалла. Кун пек тĕслĕхсене курсан пĕр-пĕрне асăрхаттармалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика