26 ноября 2010 г.
Вăрмарти тĕп библиотекăра граждансене социаллă пурнăçпа право енчен çутта кăларассипе ĕçлекен центрăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Кашни тĕл пулурах тĕрлĕ ыйтусем хускатаççĕ кунта пухăнакансем. Ку хутĕнче сăмах ытларах предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнчĕ. Кунта предпринимательсем, вак тата вăтам бизнес представителĕсем ытларах пуçтарăнчĕç.
«Юридици сăпатĕнчи çынсен тата индивидуаллă предпринимательсен прависене патшалăх контролĕ тата муниципаллă контроль ирттернĕ чухне хÿтĕлесси çинчен» Федераллă саккуна пурнăçланине район прокуратури еплерех тĕрĕслесе тăни пирки район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов каласа пачĕ. Çак ыйтупа çыхăннă пур саманта та тĕплĕн çутатрĕ Геннадий Иринархович.
Райадминистрацин экономика, промышленность, суту-илÿ тата экономикăллă аталану пайĕн начальникĕ Н.Краснова «Вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталанма пулăшмалли формисем» çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ. Çак пайра предпринимательсен ĕçне тин пуçарса яракансене пулăшса пыракан координаци канашĕ ĕçлет. Кунта тÿлевсĕр майпа бизнес-плансем тума пулăшаççĕ, ытти енлĕ пулăшу та кÿреççĕ. Çавăн пекех Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Вăрмарти уйрăмĕн начальникĕ Э.Захарова çынсем хăйсен ирĕкĕпе çĕр участокĕсене йышăнни, вĕсен чиккисене палăртакан паллăсене тĕп туни пирки, çĕр участокĕсемпе тĕллевлĕ усă курманни, çавăншăн явап тыттарасси çинче чарăнса тăчĕ.
Кунта пуçтарăннисем хăйсене интереслентерекен ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Юлашкинчен библиотекăри информаци пайĕн заведующийĕ С.Щербакова «Сире валли, предпринимательсем!» çĕнĕ кĕнекесен куравĕпе паллаштарчĕ. Çакăн пек куравсем йĕркелени юридици литературипе паллашса нумай пĕлмен япаласене ăша хывма пулăшать.