26 ноября 2010 г.
Ачасен кунĕ те хăйне евĕрлĕ ĕç кунĕнчен пуçланать. Ирхине 8 сехетре - пĕрремĕш апат. Унтан вăйăсем, занятисем, урама уçăлма тухасси, кăнтăрлахи апат, çывăрмалли, ÿт-пĕве уçăлтармалли, хусканусем тумалли вăхăт, каçхи апат, вăйăсем (ачасем хăйсен ирĕкĕпе выляни).
Ача сывă çитĕнесси мĕнлерех апатланнинчен те килет. Çак тĕллеве тĕпе хурса кунта тăрăшса вăй хуракан Е.Георгиева повар, З.Антонова кухня ĕçченĕ ачасене техĕмлĕ апатлантарассипе тимлеççĕ. Ачасем ырă, сывă çитĕнес ĕçре чылай çулсем Г.Михайлова воспитатель пулăшуçи тăрăшса вăй хурать. Галина Геннадьевна çамрăк ăрупа яланах ăшă кăмăллă та сăпайлă. Вĕсене тĕрĕс апатланма, пÿлĕмри çут çанталăк кĕтесне пăхса тăма вĕрентет. Çавăншăн ăна ачасем те, ашшĕ-амăшĕсем те ырă сăмахсем кăна калаççĕ.