26 ноября 2010 г.
Воспитательсем ачасене лайăх пĕлÿ парассипе тимлеççĕ. Пултаруллă ачасемпе çине тăрса ĕçлени - ача сачĕсен инноваци программисене тата воспитательсене пулăшмалли тытăмăн пысăк пĕлтерĕшлĕ енĕ.
«Хĕвелпи» ача сачĕн пултаруллă ачисем кашни çулах районта иртекен «Чи ăслă ача» конкурса хутшăнаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Иртнĕ çул асăннă конкурсра Софья Макарова иккĕмĕш вырăн йышăннă. Аслă ушкăнрисемпе ĕçлекен Е.Ефремова воспитатель пултаруллă ачасен ăс-хакăлне аталантарассипе тĕллевлĕ ĕçлет. Акă кăçал та вăл вĕсене районта шкул çулне çитмен ачасемпе ирттерекен тĕрлĕ конкурссене хатĕрлет. Р.Васильева, А.Иванова, Д.Ильина, А.Сергеев тата ыттисем те Елена Петровна ирттерекен занятисенче активлăхпа палăраççĕ. Уявсенче вара вĕт-шакăрсем ашшĕ-амăшĕсене концертсемпе савăнтараççĕ.
Ача садĕнче тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ. Вĕсенче шăпăрлансем хитре ÿкерме, хăйсен аллисемпе тĕрлĕ япаласем ăсталама вĕренеççĕ. Çамрăк ăрăва çут çанталăк илемĕпе паллашмашкăн ятарлă кĕтес йĕркеленĕ. Районта çамрăк ăрупа çулсерен иртекен «Симĕс светофорик» конкурса та активлă хутшăнаççĕ. Унсăр пуçне республикăри «Ачалăхăн хăтлă картишĕ» конкурсра лауреат ятне тивĕçнĕ.