26 ноября 2010 г.
Сурăхсем кĕтÿрен çухалса юлнă пирки, вĕсене шыраса хамăр ял таврашĕнчи уй-хирсенче, çырма-çатрасенче, вăрмансенче, кÿршĕ ялсенче çÿренĕ чух нĕрсĕрлĕхсене курсан пуçра çуралнă туйăмсене, шухăшсене çырса ярам-ха терĕм. Вĕсем камăн та пулин чунне, пуçне пырса тивĕç те ирсĕрле хăтланма пăрахтарасса шанса пикентĕм ку çырăва.
Акă пыратăп Урнар ялĕ çумĕнчи уйпала Ирчеке вăрманĕ еннелле. Кунта нумай ял çыннине пайпа çĕр лаптăкĕсем уйăрса панă. Вĕсем кашниех тĕрлĕ йышши пахча çимĕçпе курăксем лартса-акса ÿстернĕ, пухса кĕртнĕ. Пĕри вара çĕр улми çитĕнтерсе пухса кайнă пулмалла, йăрансем курăнаççĕ. Кăçалхи шăрăх çанталăка пăхăнмасăрах тухăçлă пулнă пек курăнать анана пăхсан, мĕншĕн тесен кашни 15-20 утăмран полиэтиленран тунă пушă михĕсем выртаççĕ. Яланах вĕсене сахăр сутакан михĕсем ăшне хураççĕ, песокĕ ан йĕпентĕр тесе. Кун пек михсем ăшĕнче çĕр улми сывлаймасть тесе кăлара-кăлара пăрахнă пулмалла вĕсене. Пĕр çухрăма яхăн ана тăршшĕнче миçе теçетке вĕсем выртаççĕ, çилпе те вĕсене таçта çитиччен вĕçтерсе илсе каяççĕ. «Ах, Турă, çырлах! Мĕнле çынсем ĕçленĕ-ши вара кунта; - терĕм эпĕ чĕре ыратса кайнă май. - Нимĕн те шухăшлама пĕлменскерсем е темиçе пин çул каяллахи çĕр хăвăлĕнче пурăннă çынсем пулчĕç-ши;» - тесе утрăм ана тăрăх тарăхса. Мĕншĕн вĕсене (михсене) пурне те пĕр çĕре пухса çунтарса ямалла пулман-ха питĕ çăмăллăн çунаканскерсене; Капла вĕсем йăваланса выртаççĕ-выртаççĕ те çуркаланса вак тĕвеккĕн сапаланса пĕтеççĕ çилпе пĕтĕм уйĕпе, кайран вара курăкпа пĕрле выльăх çăварне, хырăмне лекеççĕ, чирлеттереççĕ. Пĕрре выльăхĕ асапланать, тепре хуçи тертленет. Çакна та тавçăрса илме пултарайман-ши вара кунта ĕçлекенсенчен пĕри те пулин; Е кам та пулса пирĕн хыççăн килсе пуçтарать тенĕ-ши; Апла та капла та пулĕ. Юлашки вăхăтра çын çине ытларах шанатпăр пулмалла, хамăр ĕçсемшĕн хамăр яваплă пулнине асра тытасшăн мар.