26 ноября 2010 г.
Кăçалхи çанталăк питех те асаплă пулнине çырса кăтартмасăрах пурте лайăх чухлаççĕ. Кашнийĕ çак асапа харпăр хăй тÿссе курчĕ темелле. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсемпе тымар çимĕçсем пĕлтĕрхипе танлаштарсан палăрмаллах сахалтарах тухăç пачĕç. Хăш-пĕр вырăнсенче çĕр çыннин ĕçĕ тĕппипех харама кайрĕ. Кĕркуннехи ака вăхăчĕ çитсен кĕл пек тăпра çине акса хăварчĕç. Çак ĕçе районта чи малтан «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики тытăнчĕ, унтан - ыттисем. Шиклене-шиклене акрĕç, ĕçлени каллех сая каясран хăрарĕç. Кăштахран çумăрĕ чашлаттарса çуса çĕр ĕçченĕсене хавхалантарса ячĕ. Çапла вара кĕрхи культурăсене чылайăшĕ акса хăварчĕç. Вăл халĕ сип-симĕссĕн курăнса таврана илем кÿрет, çĕр ĕçченĕ малаллах талпăннине систерет.
Акасса акрĕç-ха, анчах та кĕтÿ пăрахнă хыççăн выльăх-чĕрлĕх çак акнă анасем çине куçрĕ. Хальхи пылчăклă вăхăтра ĕнесем хыççăн анасем çинче мĕн юлнине ялта пурăнакан кашни çынах ăнланать пулĕ. Çук çав, чылайăшĕ ăнланасшăн мар, харпăр хăй выльăхĕсене кăларса ярса гектарĕ-гектарĕпе пĕр тикĕс шăтса тухнă кĕрхи культурăсен калчисене ваттараççĕ. Районĕпе илес пулсан кун пек тĕслĕхе пур çĕрте те тĕл пулма тивет. Ытларах вара - «Вăрмар поселокĕ - Вăрмар кукри» автоçулăн икĕ хĕррипе. Иртнĕ кунсенче кăна-ха Кивĕ Мăнтăр тĕлнелле пĕр ĕнене автомашина çапса хăварнă тĕслĕх те пулнă.
«Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики Вăрмар поселокĕнчен тухсан Чупайне пăрăнса каякан çул айккинчи çĕре арендăна илсе 65 гектар кĕрхи тулă акса хăварнă. Халĕ çав ана çинче те выльăх-чĕрлĕх кĕшĕлтетет. Хуçалăхра вăй хуракансемшĕн вара çакă чĕр мăшкăл! В.Нарзаев тĕп агрономпа А.Федоров уй хуралçи темиçе кун кунти мăйракаллă шултра выльăхсене хăвала-хăвала янă, анчах усси пулман. Çапла вара вĕсем общественноçа явăçтарма тĕв тунă, ятарласа рейд ирттернĕ. Унта милицин участокри уполномоченнăйĕ Е.Евдокимов, В.Нарзаев тĕп агроном, Вăрмар хула тăрăхĕн тĕп специалисчĕ Т.Васильева, хуçалăхри уй хуралçи А.Федоров хутшăннă. Рейд ирттернĕ кун кĕрхи тулă ани çинче 21 ĕне мăшлата-мăшлата симĕс калча çиетчĕç, хăшĕсем çисе тăранса канма та выртнă. «Çанталăкĕ шăнтнă вăхăтра эпир хамăр та выльăха калчасем çине çÿретме ирĕк паратпăр, анчах та çанталăк йĕпе-сапаллă чухне вĕсене уя кăлармалла мар ĕнтĕ, хăш-пĕр çынсен кăштах та пулин совеçе пĕлни те кирлĕ. Çын ĕçне сурса хурас марччĕ», - тет чунĕ тарăхнипе В.Нарзаев.