26 ноября 2010 г.
Район администрацийĕ çумĕнчи социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсене тĕрĕслесе тăрассипе ĕçлекен ятарлă ушкăн тата «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн ĕçченĕсем Вăрмар хула, хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче пулса унти уйрăм çынсен лавккисенчи таварсен хакĕсемпе кăсăкланнă.
Ĕçлĕ çул çÿрев Кивĕ Вĕренерти Н.Блинован «Заходи», Шăхальти Р.Родионован «Надежда», Г.Воробьеван «Родник» тата райпо лавккисенче пулчĕ. Çавăн пекех Вăрмар поселокĕнчи райпон «Вăрмар», А.Васильеван «Викинг», Л.Кузнецован «Марс», В.Ефимован «Гермес», «Вăрмар пасарĕ» муниципаллă унитарлă предприятин суту-илÿ вырăнĕсене, Чупайĕнчи В.Кириллован «Заходи» лавккисенче ваккăн тавар сутассин хакĕсен мониторингне ирттерес ĕç пырать. Тĕрĕслÿ ирттернĕ вăхăтра çакă палăрчĕ: кăçалхи ноябрь уйăхĕнче тип çăвăн пĕр литрĕ - 2-3 тенкĕ, сахăр пессукĕн пĕр килограмĕ 3-4 тенкĕ ÿснĕ. Çак апат-çимĕç хакĕсем ÿснин сăлтавĕ - тавара курттăммăн илнĕ чухне хаксем ÿснинче. Ытти апат-çимĕçĕн хакĕсем малтанхи пекех юлнă. Лавкка тытакан уйрăм çынсем ку е вăл тавара çирĕм процентран ытла хаклатмаççĕ. Пирĕн районта апат-çимĕç продукчĕсене унран ытла хаклатса янă тĕслĕхсене тупса палăртман. Çÿлерех асăннă суту-илÿ вырăнĕсене кĕрсе курнă май çакă палăрчĕ: таварсен хакĕсене суту-илÿ правилисене пăхăнса йĕркелемен. Унта тавар ятне, виçе единицине, хăш кун йĕркеленине палăртман тата пурлăхшăн яваплă çын алă пусман, апат-çимĕç продукчĕсене санитари правилипе пăхăнса вырнаçтарман тĕслĕхсем те пур.
Хăш-пĕр уйрăм çыннăн лавккисенче сивĕтекен оборудованисенче кăлпасси, аш-какайран хатĕрленĕ изделисем, çурма фабрикатсем, пулă таврашĕ, услам çу, сыр, сĕт-çу продукчĕсем пĕтĕмпех пĕрле упранаççĕ. Унсăр пуçне кондитер изделийĕсемпе пĕрлех йăлара усă куракан хими таварĕсене те юнашар вырнаçтарнă тĕслĕхсене те курма пулать. Çавăн пекех хăш-пĕр лавккасен умĕнче тирпейсĕрлĕх хуçаланни те палăрчĕ. Çитес вăхăтсенче çÿлерех асăннă çитменлĕхсене лавкка хуçисене пĕтерме хушса хăварчĕç.
Район администрацийĕн сайтĕнче «Хаксен мониторингĕ» баннер уçнă. Унта тавар хакĕсемпе çыхăннă пĕтĕм информаципе паллашма пулать.