26 ноября 2010 г.
Канăç паман ыйтусем темĕн чухлех пулин те ял ĕçченĕсен шухăш-кăмăлĕ çирĕппи палăрчĕ районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен тата Вăрмар хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен пĕрлехи канашлăвĕнче.
Кун йĕркинче кăсăклантаракан ыйтусем питех те нумай пулчĕç. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ.
Чи малтанах Константин Владимирович çут çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсене парăнмасăр, тĕрлĕ майсем тупса çитĕнÿсем тума пултарнă, малалла тĕллевлĕн ĕçлекен ял хуçалăх ĕçченĕсене пур кăмăлтан тав турĕ, ыттисене вĕсенчен тĕслĕх илмеллине палăртрĕ.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа - ял хуçалăх предприятийĕсене патшалăх пулăшăвĕ парассин ĕçĕ-хĕлĕпе - ЧР Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин районти финансист - тĕп специалисчĕ В.Ефремова паллаштарчĕ. Çут çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсенче патшалăх çĕр ĕçченĕсене пур енчен те пулăшни куç умĕнчех. Тип шар курнисен вара кирлĕ хутсене çийĕнчех хатĕрлесе памалла пулнă.
Вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене те патшалăх хăй енчен тĕрлĕ енлĕ пулăшса пырать. Çак ыйтупа райадминистрацин экономика, промышленность, суту-илÿ тата экономикăллă аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Н.Краснова тухса калаçрĕ. Çавăн пекех Надежда Ильинична тĕрлĕ конкурса хутшăнса грантсем çĕнсе илме пулассипе те тĕплĕн паллаштарчĕ, килсе тухнă ыйтусемпе вĕсем яланах пулăшма хатĕррине те аса илтерчĕ.
«Мĕн акатăн çавă шăтать», - тенĕ мĕн авалтан. Çак пĕлтерĕше çирĕплетсе тухса каларĕ те ĕнтĕ «Раççей ял хуçалăх центрĕ» федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти уйрăмĕн (вăрлăх инспекцийĕ) начальникĕ С.Семенов. Районта вăрлăх хатĕрлесси хăш хуçалăхра еплерех шайра пулни пирки чарăнса тăчĕ Семен Николаевич тĕрлĕ сĕнÿсем панă май.
Выльăх-чĕрлĕх йышне сыхласа хăварса тутă хĕл каçарасси хальхи вăхăтра пурне те питех те пăшăрхантарать. Ку ыйту районта чи çивĕччи тесен те тĕрĕсех пулать. «Кĕтÿ йышне упраса хăваракансене патшалăх субсиди те парса пулăшать. Çавăнпа та выльăхсен йышне епле те пулин чакарас марччĕ тесе тăрăшмалла. Умри тĕллеве пурнăçлама вара выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ кирлĕ», - терĕ райадминистрацин ял хуçалăх, экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн тĕп специалисчĕ,эксперт - зоотехник О.Васильев выльăх-чĕрлĕхе кирлĕ апат рационĕпе тата ытти зоотехника требованийĕсемпе паллаштарса.
Акнă тыр пултан чылай лаптăкĕ кăçал пÿлмене кĕреймерĕ, шăрăха пула типсе ĕнчĕ. Çак пулăма та патшалăх айккинче хăвармарĕ, май килнĕ таран страхланă участоксенчи тăкака саплаштарчĕ. Çакăн пирки тухса каларĕ те «Поддержка» патшалăх страхлакан компанин менеджерĕ Л.Андреева.
Россельхозбанкăн пирĕн районти хушма офисĕн филиалĕн управляющийĕ А.Максимова çĕр çинче ĕçлесе пурăнакансене çăмăллăхлă кредитсем парса пулăшни тата тĕрлĕ енлĕ кредитсем парасси çинчен пĕлтерчĕ. Çавăн пекех çанталăк условийĕсене пула килсе тухнă йывăрлăхсене шута илсе кредитсене пролонгализацилессин условийĕсемпе паллаштарчĕ.
РФ Перекет банкĕн Çĕрпÿри уйрăмĕн Вăрмарти хушма офисĕн тĕп кредит инспекторĕ С.Алжирова тĕрлĕ енлĕ кредит парассин условийĕсемпе паллаштарчĕ.
Çĕр ыйтăвĕ мĕн авалтанпах чи çивĕччисенчен пĕри пулнă, халĕ те çавăн пекех. Юлашки вăхăтра районта пурăнакансем чылайăшĕ çĕр пайĕсемпе уйрăлса тухса тухăçлăн ĕçлеме тытăнчĕç. Çав хушăрах хăшĕ-пĕрисем çĕр лаптăкĕсем çинче çум курăк çитĕнтереççĕ, тĕллевлĕн усă курмаççĕ. Ку вара пурне те пăшăрхантарать. Çĕрпе туллин усă курмалли тата кирлĕ документсене палăртнă вăхăтчен хатĕрлесе çитермеллипе тĕплĕн паллаштарчĕ райадминистрацин çĕрпе пурлăх секторĕн заведующийĕ И.Андреева.
Строительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов «Ялсен социаллă аталанăвĕ» программăна районта еплерех пурнăçласа пынипе тĕслĕхсем илсе кăтартсах паллаштарчĕ.
Районта чылай ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕре пуянлатас тĕллевпе тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттереççĕ. Калипе пуянлатас, йÿçек тăпрана извеçлес енĕпе еплерех ĕçсем туса ирттермелли пирки Çĕрпÿри агрохими сферинче ĕçлекен пай начальникĕ Л.Гаврилова тухса каларĕ.
Районти ветеринарипе эпизоотилле лару-тăрупа ветеринари станцин начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыраканĕ Т.Прокопьева паллаштарчĕ.
Канашлăва хутшăннисем тухса калакансене тĕрлĕрен ыйтусем пачĕç, пĕр-пĕрин ĕç опычĕсемпе паллаштарчĕç.
Çавăн пекех çĕр ĕçченĕсем умĕнче район пуçлăхĕ - район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В.Павлов тухса калаçрĕ, умри йывăрлăхсене çĕнтерсе малаллах тăрăшмаллине палăртрĕ.
Юлашкинчен райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин çĕрпе тухăçлă усă курса туллин ĕçлемеллине, мелиораци ĕçне тепĕр хут аталантарса ямаллине каларĕ. Çавăн пекех Константин Владимирович кашнинех хăйĕн ĕçĕнче тăрăшса ĕçлемеллине, çитĕнÿ патне туртăнмаллине палăртрĕ.