16 ноября 2010 г.
Сифилис пĕр-пĕринчен ар çыхăнăвĕ урлă ерекен хăрушă чир. Юлашки çулсенче çак венери чирĕ пирĕн районта та палăрма пуçларĕ. Акă кăçалхи 9 уйăхра сифилис чирĕпе чирлекен 3 çынна Вăрмар поселокĕнче тата Арапуçпа Саруй ялĕсенче тупса палăртнă.
Чир сăлтавĕ - çын хăйне йĕркесĕр, çăмăлттай тытнинче тата эрех-сăрапа ашкăнакансем хушшинче курман - пĕлмен хĕрарăмсемпе паллашса явăçса кайни. Стастистика пĕлтернĕ тăрăх сифилиспа чирленĕ кашни 20 çынран пĕри СПИД чирĕн вирусĕпе тĕл пулма пултарать. Çакна нихăçан та манма юрамасть.
Сифилис чирĕн пуçламăш уйрăмлăхĕсем чир ернĕ хыççăнах паллă пулмаççĕ. Унăн паллисем 3-4 уйăхран кăна, хăш-пĕр чухне çур çултан е темиçе çултан çеç палăрма тытăнаççĕ. Çав вăхăт иртсессĕн чире ертекен спирохетăсем, вĕсем микроскоп витĕр кăна курăнаканскерсем, шăтарса кĕнĕ вырăнта пĕчĕк çăпан е çаврака шатра тухса ларать. Çăпанăн тĕпĕ хытă, тытса пăхсассăн унăн пысăкăшĕ тĕрлĕрен, вир пĕрчи е унтан пысăкрах та, 5-10 пуслăх укçа пысăкăш та пулма пултарать. Ку çăпансем уйрăмах хĕрарăмсемпе арçынсен ар органĕсенче ÿссе шăтса тухаççĕ, теприсен тута çăварĕсенче тĕл пулаççĕ. Çăпан йышши çурансем хăвăрт тÿрленеççĕ, вĕсен вырăнĕсенче вара кăштах паллă çеç юлать.
Сифилисăн иккĕмĕш тапхăрĕ чире сиплемен пулсассăн тепĕр уйăх çурăран пуçланса каять. Чир ернĕ çыннăн паллисем ÿт-тире, шăмăсене, нерва системине, ăшчикри органсене аркатма пуçлаççĕ. Ÿт-тир çине çаврака е тăрăхла çаврака шатра майлă япаласем тухса тулаççĕ, вĕсем ыратмаççĕ, кĕçĕтмеççĕ. Шатрасем сипленмесĕрех пĕчĕккĕн сÿнеççĕ, анчах та тепĕр 2 е 5-6 уйăхран çĕнĕрен тухма тытăнаççĕ. Ку вăхăтра чирлĕ çын ытти çынсемшĕн уйрăмах хăрушă пулса тăрать. Иккĕмĕш тапхăрăн чир вăхăчĕ виçĕ çула тăсăлать. Чирлĕ çын хăйне йĕркеллĕ сипленмесен е вуçех сипленме тытăнман пулсан вара сифилис чирĕн виççĕмĕш тапхăрĕ пуçланать. Ку тапхăрта чĕре, пĕвер, пысăк юн тымарĕсем тата нерва системи уйрăмах улшăнать, тытамак тытать, суккăр пулать, вара çын вилет.
Ача-пăча сифилислă çураласси пĕтĕмпех амăшĕнчен килет. Пулас амăшне сифилис ернĕ пулсассăн, унăн тухтăр патне больницăна каймалла та сипленме тытăнмалла. Йывăр хĕрарăмăн сифилис чирĕ пулсан, çийĕнчех сипленме тытăнсассăн ача чирсĕр, сывă çуралать.
Çапла вара асăннă чир çын сывлăхĕшĕн хăрушă чир пулса тăрать, çапах та çак усал чиртен хăтăлма нумаях та кирлĕ мар: кăмăл-сипет енчен çирĕп пулни, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, эрех-сăрапа ашкăнманни тата вăхăтра сипленни.