16 ноября 2010 г.
Пĕтĕм вăй-халне, пултарулăхне тăван Тикаш ялне паракан хĕрарăм Римма Алексеевна Петрова çинчен кĕскен те пулин хаçат урлă пĕлтерес килет.
Тикаш ялĕнче çуралнăскер, вăл шкул хыççăн Патăрьелĕнчи ветеринари училищинчен вĕренсе тухать. Амăшĕ, Зоя Николаевна Чернова хистенипе, Тикашри совхозра ĕçлеме юлать. Ара, ветеринари фельдшерне кам аякка ятăр? Вăл тăван ялта та кирлĕ-çке.
Римма Алексеевна юратнă ĕçне чунне парса ĕçлет. Пĕрре те алă усса ларма вăхăт пулман фермăра. Колхозра вăл вăхăтра ĕни те, сысни те тата ытти выльăхĕ те нумай пулнă. Выльăх-чĕрлĕх калаçма пĕлменрен ăçта мĕн ыратнине калаймасть. Фельдшерăн вара чирлĕ выльăха тĕрĕс сыватма пĕлес пулать.
Ĕçе юратса та тăрăшса пурнăçланăшăн, ĕçри çитĕнÿсемшĕн районтан «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăна, парнесемпе тав хучĕсем илме тивĕçнĕ. Икĕ ывăлне, Александрпа Владимира, пĕчченех çитĕнтернĕ Римма Алексеевна.
Халĕ Римма Алексеевна тивĕçлĕ канура. Пăрчăкан пек лара-тăра пĕлмен хĕрарăм вăл. Кил хуçалăхĕнче те тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх усрать. Выльăхсене апатлантарнă хушăра хăйĕн уçă сассипе юрласа та илет. Мĕнле кăна юрă пĕлмест пулĕ Римма Алексеевна;
Тикаш çыннисем пулăшу ыйтма пырсан пĕрне те пулăшмасăр хăвармасть, килти ĕçсене пăрахсах васкать Римма Алексеевна выльăх-чĕрлĕхе сыватма. Вĕсем те пĕчĕк ача пекех пулăшу кĕтеççĕ. Ăслă, опытлă фельдшер кăна кирлĕ пулăшу пама пултарĕ вĕсене. Ыррине çеç калама пулать чăтăмлă, пуçа усман, йывăрлăхсене парăнман, çынсене яланах тарават кĕтсе илекен Римма Алексеевна çинчен.
Римма Алексеевнăран: «Çын çут тĕнчене мĕншĕн килет, çĕр çинче пурăнать?», - тесе ыйтсан вăл: «Халăха ырă тума, нихçан манми ĕç туни вăл - тивлет», - тесе калĕ. Çак тĕллевпе малалла пурăнать те.