16 ноября 2010 г.
Октябрь уйăхĕнче Чулкас ялĕнче шыв кĕртес программăна вĕçлерĕç. К.Маркс урамĕнче пурăнакансен халь ĕнтĕ шыв пÿртрех пур.
Урам вĕçĕнче пурăнакансем (тăватă кил) пурте çынсемпе пĕрле пĕр колонкăран шыв ĕçсе пурăннă. Анчах та çав тăватă киле шыв кĕртмелли тĕп программине шута илмерĕç, укçа çук терĕç. Каланă тăватă килте пенсионерсем, инвалидсем, ветерансем пурăнаççĕ.
Çапла çав: кÿрентерчĕç ваттисене теме те пулать. Анчах та ватă çынсен пурнăçа юратса малалла та пурăнас кăмăл пĕтмен-ха. Тăрăшсах укçа пуçтарчĕç, çынсенчен юлас мар тенĕ пек пулчĕ ĕнтĕ ку. Укçи çеç те пулăшайрас çук-ха, ĕçне тăваканни пулмасан.
Ырă çынсем пурпĕрех пур çав тĕнчере, ара, тĕнчере ма-ар, Чулкасрах.
Пултаруллă, ĕçлеме ÿркенмен, ватă çынсене хĕрхенме пĕлекен икĕ çын Л.Павловпа Ю.Кашмаков - питĕ тăрăшрĕç, ваттисене те шывсăр хăвармарĕç. Тем пекех çумăрлă сивĕ кунсенче чăн-чăнах прорабсем пулса ĕçлерĕç вĕсем, техника тупса тĕп водопровода шывсăр юлнă пÿртсем патне çитерчĕç тата çĕнĕ колонка лартрĕç.
«Чĕререн тав тăватпăр, - теççĕ ватă çынсем Леонид Анатольевичпа Юрий Андреевича, сывлăхпа телей сунаççĕ, - эпир те шывсăр юлмарăмăр», - тесе савăнаççĕ.