АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пыл туса илме пуçлани

16 ноября 2010 г.

Мĕн тери ырă çулла вăрманти утарта. Çеçкене ларнă йывăçсем çинче - пыл хурчĕсем. Йăнн, йăнн! янăраççĕ вĕсем. Таврара пыл шăрши кĕрет.

Манăн асатте питĕ кăмăллă çын, нумай пĕлет пулмалла вăл. Пире час-часах тĕрлĕ халап-юмах каласа парать. Паян та акă унпа вĕллесене пăхса çÿретпĕр. Чиперех пыраттăмăрччĕ, пĕр вĕлли патне чарăнчĕ те:

- Ну, ачасем, калăр-ха, пыл хурчĕн миçе куç? - йăл кулса пăхрĕ пирĕн çине.

- Миçе пултăр ĕнтĕ, иккĕ, - терĕмĕр йăмăкпа харăсах.

- Пĕлеймерĕр пулсан, итлĕр, - терĕ вăл. - Пыл хурчĕн пилĕк куç. Унăн пуçĕ çинче хытă вырăн пур, шăп çавăнта унăн тата виçĕ куç ларать. Çав куçсем ăна вĕçнĕ чух пулăшаççĕ, унпа пыл хурчĕсем вăхăта лайăх пĕлеççĕ. Тата çав виçĕ куç çутă парса тăрать. Акă вăл çеçке çине ларать. Пыл хурчĕ çав виçĕ куç çутипе тарăн çеçке ăшĕнчен нектара самантрах илет. Виçĕ куç пулăшнипех тăван вĕллине кирлĕ вăхăтра вĕçсе çитеççĕ. Пĕлетĕр-и?

- Тĕлĕнмелле! - терĕмĕр эпир, нимĕн калама аптраса.

Тепринче пире асатте чечек пылĕпе хăналарĕ. Хăй каллех чеен кулса пиртен ыйтрĕ:

- Çынсем мĕнле пыл туса илме пуçланине илтнĕ-и тата?

- Тахçан кĕнекере вуланăччĕ, - терĕмĕр каллех.

«Çут çанталăкра пĕлмелли, тĕпчемелли питĕ нумай çав. Итлĕр, эппин, пĕр юмах ярса кăтартам», - терĕ вăл. Тахçан ĕлĕк-авал пирĕн таврана ылтăн тĕслĕ пĕчĕк хурт-кăпшанкăсем вĕçсе килнĕ. Вĕсем çав тери ĕçчен пулнă, яланах тĕрлĕ çĕре çитсе килнĕ, часах таврана сăмса кăтăклакан тутлă та пылак шăршă сарăлнă. Ылтăн çунатсем хăйсем валли пурăнмалли вырăн йывăç хăвăлĕнче тупнă.

Вăрманта вăрăм та кăпăшка хÿреллĕ упа пурăннă. Вăл питĕ пылак çиме юратнă, çавăнпа пылсăр пĕр кун та пурăнма пултарайман. Кунĕпе вăрман тăрăх çÿренĕ упа, пыл хăвăлĕ шыраса унталла-кунталла пăхкаланă. Хуртсем сĕрленине курсанах çăварта пылак тути килсе кайнă. Чапрас урисемпе пускаласа вăл йывăç тăррине улăхнă, аллипе ăса-ăса пыл çинĕ.

Пыл хурчĕсем упана тем пек сăхсан та ăна çĕнтереймен. Ара, упан çăмĕ питĕ вăрăм та тачка пулнă-çке! Пĕчĕкскерсем, çăм ăшĕнче хăйсем муталанса пĕтнĕ. Упа йывăç çинчен аннă та пуçланă курăк çинче йăваланма, пыл хурчĕсене лапчăтса вĕлерме тытăннă. Хăш-пĕр чухне шыва чăмнă та унта пыл хуçисене путарнă. Сĕмсĕркке хăйĕн усал ĕçне вĕçне çитерес тесе каллех йывăç тăррине улăхса ларнă, çуллана-çуллана пыл çинĕ. Юлашкинчен хăвăл пушансах юлнă.

Пĕррехинче вăрмана вутă патне Юманкка килнĕ. Пăхать - йывăç тăрринче Сĕмсĕркке пыл ĕмсе ларать. Хăйĕн вăрăм хÿрипе пыл хурчĕсене хăваланă. Юманкка пыл хурчĕсене кÿрентерекене курсанах ăна вĕрентсе илме шутланă. Йăпăр-япăр йывăç çине улăхса кайнă, упана хăратас тесе пурттипе хăмсарнă та ăнсăртран упа хÿрине татса пăрахнă. Кĕске хÿрепе юлнă упана намăс пулса кайнă, вăл йывăç тăрринчен шуса аннă та мĕкĕре-мĕкĕре чăтлăха кĕрсе пытаннă. Юманкка хăвăла юсанă та йывăç çинчен аннă. Килелле çул тытнă.

Пыл хурчĕсем этемĕн ырă ĕçĕнчен питĕ тĕлĕннĕ. Пĕр-пĕрин хушшинче сĕрлесех Юманкка çинчен калаçнă: «Мĕншĕн çын вĕсен пылне çисе ямарĕ?» Ăна çакăн пирки ыйтса пĕлнĕ. Юманкка вĕсене çапла хуравланă:

- Эпĕ сирĕн пыла çисе янă пулсан эсир хĕлле выçăпа вилнĕ пулăттăр. Эпĕ сирĕн сиплĕ пыла шăнса пăсăлсан сывалма çисе те курайман пулăттăм.

Пыл хурчĕсем хăйсен хăвăлне вĕçсе килсен пĕр шутлă пулса малалла этемпе юнашар пулма, ялта пурăнма шутланă. Вĕсем Юманкка пурăнакан вырăна вĕçсе килнĕ. Этем пыл хурчĕсене хÿтлĕхе илнĕ, вĕсем валли çутă вĕллесем туса панă. Çакăнтан пыл хурчĕсем вĕллере пурăнаççĕ, пыл пуçтараççĕ. Çынсем халĕ кашни çул тутлă пыл çисе киленеççĕ, чир-чĕртен сипленеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика