АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавралăха юратаканăн ĕмĕрĕ те вăрăм

16 ноября 2010 г.

Районта пурăнакан аслăрах çынсенчен чылайăшĕ Домна Ивановна Майорова çĕр йĕркелÿçĕне (землеустроителе) ас тăваççĕ пулех тетĕп. Хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе ырă йĕр хăварнă вăл. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кивĕ Тутайкасси (халĕ Çĕрпÿ районне кĕрет) ялĕнче 1920 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнче çуралнăскер, 1941 çулта Сĕнтĕрвăрринчи çĕр йĕркелÿçĕпе мелиораторсем хатĕрлекен техникумран вĕренсе тухать. Ăна республикăри çĕр йĕркелÿ управленине ĕçлеме илеççĕ. 1943 çулхи январь уйăхĕнче вара пирĕн районти ял хуçалăх пайĕнче (райземотдел) аслă çĕр йĕркелÿçĕ должноçне йышăнать. Çавăнтанпах пирĕн районта тĕпленнĕ вăл, мĕн пенсие тухичченех, пурĕ 36 çул, çĕр йĕркелÿçĕ должноçĕсенче тÿрĕ кăмăлпа, пĕтĕм вăй-халне, пĕлĕвне парса вăй хунă.

Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче уйрăмах йывăр килнĕ çамрăк хĕр ачана. Фашистсене хăвăртрах çапса аркатас тесе фронта каяс шухăш та çуралнă унăн. 11-мĕш Çар управленийĕн 7-мĕш номерлĕ çарпа уй-хирти строительство управленийĕн иккĕмĕш участокĕнче техник-топографра тăрăшнă. Районти çар комиссарĕ Никитин фронта яма тесе повестка та пама шутлать. Анчах та çамрăк специалист валли районта та ĕç темĕн чухлех.

- Тăшманран хÿтĕленмелли сооруженисем тутармалла, вăрман касмалла тата ытти тулли ĕç, - тенĕ ăна ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ Г.Федоров.

Çапла вара Майорова çĕр йĕркелÿçĕ те ыттисемпе пĕрлех вăй хунă. Хуть те мĕнле участокра та йывăр тесе нăйкăшман, вăй-халне шеллемен.

- Вăрманне Пуянкассинче касаттăмăр, Сăхăтпуçĕнче выртса тăраттăмăр, - калаçăва малалла тăсать Домна Ивановна. - Темĕнле йывăр пулсан та чăтнă. Каçхине ывăнса таврăннă пулин те, ирхине ирех ĕçе пуçăннă.

Вăрçă çĕнтерÿпе вĕçленнĕ, арканнă хуçалăха ура çине тăратмалла пулнă. Кунта та чăн-чăн паттăрлăх кăтартма тивнĕ.

1965-1977 çулсенче районти ял хуçалăх управленийĕн начальникĕнче ĕçленĕ РСФСР тата Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ, Вăрмар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ В.Мадянов аса илĕвĕнчен:

«1949 çулхи майăн 5-мĕшĕнче Мăнçырмари «Правда» колхоза практикăна килтĕм. Çавăн чухне паллашрăм та ĕнтĕ эпĕ çамрăк çĕр йĕркелÿçĕпе Д.Майоровапа. Унăн сăпайлăхĕнчен, пултарулăхĕнчен чăннипех те тĕлĕнеттĕм. Çамрăк практиканта мана та пулăшатчĕ. Колхозра пусă çаврăнăшне йĕркелеме вĕрентетчĕ. Пур хуçалăхсенче те пусă çаврăнăшне пăхăнса ĕçленĕ. Вăл çирĕп ыйтнипе усă курмасăр выртакан çĕр лаптăкĕ пачах та пулман. Хуçалăхсенчи агрономсемпе кăна мар, вĕсен руководителĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ, пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ. Вăл каланине вырăнта яланах итлемелле пулнă, чăн-чăн саккун шутланнă. Çавăнпа ăна пурте хисепленĕ, ун сăмахĕнчен тухман. Эрозие хирĕç кĕрешес, вăрман тăрăхĕсем лартас, кÿлĕсемпе пĕвесем тăвас енĕпе пуçарулăх кăтартатчĕ. Энĕшпуç, Тĕрлемес тата кÿршĕллĕ Тутар Республикин Кукей лесничествисемпе тачă çыхăну тытатчĕ. Вĕсем-çке вăрман тăрăхĕсем лартма çамрăк хунавсем çулсерен çуркунне тата кĕркунне нумай уйăрса паратчĕç. Çапла вара хуçалăхсенче сад пахчисем ешерме тытăнчĕç. Кивĕ Вăрмарпа Кавал, Кĕтеснерпе Арапуç, Пысăк Енккассипе Чулкас, Ара юханшыв хĕрринчи тата ытти çĕрти вăрман тăрăхĕсене Домна Ивановна тăрăшнипе ларттарнă, паян вĕсем çине пăхма та кăмăллă».

Çĕр йĕркелÿ енĕпе районта пĕртен-пĕр специалист пулнă май, унăн ĕçри опычĕпе паллашма кÿршĕ районсен руководителĕсемпе çĕр йĕркелÿçи тăтăшах килсе çÿренĕ. Районти агрономсемпе эрозие хирĕç кĕрешес, çĕр пулăхне лайăхлатас енĕпе семинарсем час-часах йĕркеленĕ.

Домна Ивановна тăрăшни сая кайман. Унăн çимĕçне паян курса савăнатпăр. Юханшывсен хĕррисемпе ешерекен вăрман тăрăхĕсем илемлĕн курăнса выртакан кÿлĕсемпе пĕвесем чуна çĕклеççĕ, пурăнас туйăма ÿстереççĕ.

Район экономикине тĕреклетессишĕн, çут çанталăк пуянлăхне ÿстерме тивĕçлĕ тÿпе хывнă Домна Ивановна Майоровăн пархатарлă ĕçне кирлĕ пек хакланă. Вăл обществăлла ĕçсене те активлă хутшăннă. 1953 çулхи февраль уйăхĕнче пулса иртнĕ суйлавра Кĕлкеш суйлав округĕ тăрăх Домна Ивановна Майоровăна ĕççынни депутачĕсен Вăрмар район Советне депутата суйласа пысăк чыс тунă. Суйлавçăсен наказĕсене пурнăçа кĕртессишĕн вăл хăйĕн мĕн пур вăй-халне, пĕлĕвне панă.

Вăл çавăн пекех урăлăхшăн кĕрешекен Пĕтĕм Союзри ирĕклĕ обществăн членĕ те пулнă.

Унăн кăкăрне «Ĕçри хастарлăхшăн», «Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа», тĕрлĕ çулсенче Аслă Çĕнтерĕве халалласа панă юбилей медалĕсем, «Ĕç ветеранĕ» медаль илем кÿреççĕ. Ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнăшăн ăна тĕрлĕ çулсенче «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» знаксемпе наградăланă, РСФСР Ял хуçалăх министерстви «Ял хуçалăхĕнчи социализмла ăмăрту отличникĕ» знак парса чыс тунă. Вăл çавăн пекех халăх хуçалăхне аталантарас енĕпе пысăк çитĕнÿсем тунăшăн СССР халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсене кăтартакан выставкăн кĕмĕл медальне тивĕçнĕ. Вĕсене вăл хаклă реликви вырăнне хурса упрать.

Пирĕн вара ăна татах нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика