16 ноября 2010 г.
Юлашки çулсенче райпо ĕçченĕсем лавккасене хăтлăх кĕртессипе чылай тăрăшнине, çавна май поселок тата ял лавккисем çĕнелсе пынине палăртмалла. Иртнĕ çул республика кунĕ пирĕн районта иртнĕ май Вăрмар райповĕ ăна çÿллĕ шайра кĕтсе илнĕ. Поселокри райпо лавккисенче чылайăшĕнче евроюсав ĕçĕсем пурнăçланă. Çавна май «Пучах», «Надежда», «Заря», «Юность», «Минутка», «Меркурий» кафесене çĕнĕ сăн кĕртнĕ.
Кăçал вара ял лавккисене юсас тĕллевпе чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Тикаш, Кивĕ Вăрмар ялĕсенче райпо лавккисене çĕнетнĕ. Энĕшпуç райпо лавккине тĕпрен юсанă. Çитес вăхăтра Тупахра та хăтлă лавкка пулĕ. Хальхи вăхăтра кунта ку енĕпе ĕçсем кал-кал пыраççĕ.
Поселокри «Пучах» лавккана кĕрсен тÿрремĕнех пысăк улшăнусем курма пулать. Суту-илÿ вырăнĕ чылай ирĕкленнĕ, апат-çимĕç сивĕтекен çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарнă, стеллажсем тĕрлĕ таварсемпе тулнă. Чи пĕлтерĕшли - туянакан хăйне кирлĕ тавара ирĕклĕ майпа туянма пултарни. Кунта тĕрлĕ йышши апат-çимĕç, пахча-çимĕç, таварĕсем валли те вырăн çителĕклех. Тепĕр майлă каласан мĕн кирлине пĕтĕмпех туянма пулать. Палăртма кăмăллă: хăш-пĕр таварĕ уйрăм çын лавккисемпе танлаштарсан йÿнĕрех те.
Райпо лавккисем поселокри ытти суту-илÿ вырăнĕсенчен пĕрре те кая мар. Кунта кĕрсен шалт тĕлĕнмелле: мĕн тĕрлĕ тавар çук пулĕ. Райпон «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество пĕçернĕ çăкăрпа булка изделийĕсем, «Нива» тулли мар яваплă общество туса кăларакан тĕрлĕ йышши кăлпасси, çурма фабрикатсем, Шупашкарти аш-какай комбиначĕ туса кăларакан продукци тата ытти таварсене хапăлласах туянаççĕ. Кунта тăрăшса вăй хуракан Г.Данилова сутуçă çăкăрпа булка изделийĕсене сентресем çине тирпейлĕн те илемлĕн вырнаçтарнă, кашни тавар хăй вырăнĕнче. Елена Николаевна Алексеева заведующи асăннă лавккана таварсене вăхăтра тивĕçтерсе тăрассипе тимлет. Çавăн пекех пĕрле ĕçлекен Е.Шашкова сутуçă та пысăк тăрăшулăх кăтартать. Уйăхне 300-400 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ йышши паха тавар сутаççĕ вĕсем. Туянакан мĕн кирлине вăхăтра тивĕçтерме тăрăшаççĕ, çавăнпа та çак лавккана поселокра пурăнакансем çеç мар, ялтан килекенсем те хаваспах çÿреççĕ. Туянакансене маттур сутуçăсем яланах ăшă кăмăлпа, тарават кĕтсе илеççĕ, мĕн кирлипе пĕтĕмпех çийĕнчех тивĕçтереççĕ.
Поселокри «Пучах» лавккапа паллаштарнипе пĕрлех Кивĕ Вăрмарти райпо лавккин ĕçĕ-хĕлĕ çинче те чарăнса тăрас килет. Асăннă ялта уйрăм çын предпринимательсен суту-илÿ вырăнĕсем сахал мар пулин те, райпо лавккинче тăрăшса вăй хуракан Татьяна Геннадьевна Григорьева заведующипе Людмила Павловна Иванова сутуçă конкуренцие пăхмасăрах вырăнти халăха пахалăхлă таварпа тивĕçтерессипе тăрăшаççĕ. Çавăншăн вĕсене туянакансем ырăпа палăртаççĕ. Уйăхран уйăха тавар çаврăнăшне ÿстереççĕ.
Асăннă лавккана кашни ир райпон «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество пĕçерсе кăларнă çăкăрпа булка изделийĕсемпе тивĕçтерет, ялта пурăнакансем вĕсене пур кăмăлтан туянаççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан райпо вырăнти халăх ыйтăвне тивĕçтерессишĕн чылай ĕçсем туса ирттерет.