16 ноября 2010 г.
Ялта çитĕннĕ, унăн шăпишĕн хыпса çунакан çын кăна коллектива ăнăçлă ертсе пыма пултарать. Çакăн пек çын та ĕнтĕ «Урмарская» ăратлă кайăк -кĕшĕк фабрикин ертÿçи Н.Петров. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл мĕн ачаран уйра сухалакан тракторсен сассине итлеме юратнă, арпа, тусан вĕçтерсе тырă выракан комбайнсем те канăç паман çамрăка, район хаçатĕнче пичетленекен танлаштаруллă сводкăсемпе интересленнĕ, хăйсен хуçалăхĕ яланах малтисен ретĕнче пуласса ĕмĕтленнĕ. Ĕмĕтленни унăн пурнăçа кĕчĕ тесен пĕрре те йăнăшмастăп, мĕншĕн тесен вăл çакна хăйĕн ĕçĕпе кăтартса пачĕ. Малалла ăнтăлнипех ĕçĕ те ăнса пырать пулĕ, çапла пултăрччĕ.
Пурнăç сукмакĕ кукăр-макăр - темле самантсем те килсе тухаççĕ. Таврари хуçалăхсем ĕçлейми пулса панкрута та тухрĕç, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики çак хушăра пус çумне пус хушса малаллах ăнтăлчĕ. Кайăк-кĕшĕк йышĕ те хушăнсах пычĕ, тĕш тырă туса илесси те çулсерен ÿсрĕ. Вăл çеç-и-ха - ыттисен хыт- хура кашласа ларакан усăсăр выртакан çĕрĕсене те пусă çаврăнăшне кĕртсе пычĕç. Ял халăхне те (хуçалăхра ĕçлет-и е урăх çĕрте) выльăх-чĕрлĕх апачĕпе туллин тивĕçтереççĕ. Юлашки вăхăтра инвестици программипе ăнăçлă ĕçлесе пынине курах хуçалăха укçа-тенкĕ кĕрсе пырать. Акă, тĕслĕхрен, кăçалхи сентябрь уйăхĕнче 1 млн та 900 пин тенкĕпе усă курнă, иккĕмĕш тапхăрпа ноябрь уйăхĕнче 2 млн. та 600 пин тенкĕпе усă курасшăн. Николай Петрович каланă тăрăх, кĕтмелли татах та пур-ха, çитес çулхи июнь уйăхĕччен хуçалăха тепĕр 4 млн та 860 пин тенкĕ çитмелле. Çак укçа-тенкĕпе хуçалăхра тĕллевлĕ усă курса малтан хур ферми пулнă витене тĕпрен юсаса кăрккасем валли реконструкциленĕ, унта халĕ вĕсем ыр кураççĕ, кĕçех çăмарта тума тытăнаççĕ. Планпа палăртнă тăрăх, çак витери кăрккасенчен 2011 çулта 60 пин ăратлă çăмарта илмелле. Çăмартисене пусарса кăларма вара хальхи вăхăтра инкубатор цехне тĕпрен юсаса реконструкцилеççĕ, кăркка чĕпписене те кунта кăларма хатĕрленеççĕ. Çамрăк кайăк-кĕшĕк валли инноваци программипе килĕшÿллĕнех ятарласа апат хатĕрлеме çĕнĕ цех туса лартнă, хутăш апат хатĕрлеме çĕнĕ агрегат туяннă. Вăл 1 сехетре 2 тонна çурă витаминлă хутăш апат хатĕрлеме пултарать. Кун пек апат вара хуçалăхра кунне 18 тонна кирлине палăртать цех начальникĕ Мария Германовна Дискантова. Слесарь-операторта В.Иванов тăрăшать. Ĕçлес кăмăлĕ вара вĕсен пысăк, çĕнĕ агрегатпа хавхалануллă кăмăл-туйăмпа паллаштарчĕç. Кĕскен каласан, ку хуçалăхра ĕç кĕрлесе кăна тăрать, çанталăк ытлашши сивĕтиччен пурне те ĕлкĕрсе юласшăн, малашлăхĕ те анлă, пурне те пĕр харăс палăртас темерĕç пулмалла, сăмаха ытлашши вакламарĕç, ĕçпе палăртас терĕç пулĕ. Сăмах май каласан, киввăрмарсем кăçалхи кĕркунне РФ Ял хуçалăх Министерстви Мускавра ирттернĕ «Ылтăн кĕркунне» выставкăра хăйсен хуçалăхĕнчи кайăк-кĕшĕкпе тата ял хуçалăх продукчĕсемпе хутшăнса РФ Ял хуçалăх Министрĕ Е.Скрынник алă пуснă 1 степенлĕ Диплома тивĕçнĕ.