АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕншĕн йĕретĕн, ачам?

19 ноября 2010 г.

Çемьере, анчах та йĕркеллĕ çемьере, ÿсекен ача кăна тĕрĕс-тĕкел çитĕнни пуриншĕн те паллă. Анчах кашни çемьере лару-тăру тĕрлĕрен. Ашшĕ-амăшĕсем пур чухне те хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламаççĕ. Хăшĕсемшĕн тăван ачисем ют пулса тăраççĕ, теприсем вара юттисемпе тăванланаççĕ. Пĕрисене ашшĕ-амăшĕсен прависенчен хăтараççĕ, теприсене ача усрава илме ирĕк параççĕ. Ку ĕçсемпе пирĕн районта райадминистрацин опекăпа попечительство енĕпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперт Н.Борисова яваплă.

- Надежда Анатольевна, сирĕн ĕç пĕрре те çăмăл мар чуна пырса тивекен пулăмсемпе тăтăшах тĕл пулма лекет. Мĕнлерех-ши пирĕн районта ашшĕ-амăшĕсемпе ачасем хушшинчи лару-тăру?

- Хамăн ĕç килĕшет. Ку должноçре нумаях мар пулин те, маншăн ку çĕнĕлĕх мар. Малтан та ачасемпех ĕçленĕ. Кулленхи тивĕç ăнăçсăр çемьесене тупса палăртасси, ашшĕ-амăшĕсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаннисене ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарасси. 2010 çулхи ноябрь уйăхĕ тĕлне пирĕн районта 85 ăнăçсăр çемье шутланать, вĕсенче 158 ача пурăнать. Чи малтанах ашшĕ-амăшĕсене асăрхаттару паратпăр, 100 тенкĕрен пуçласа 500 тенкĕ таран штрафлатпăр, енчен те лайăх енне улшăну пулмасан, вĕсене ачасене воспитани парассинчен хăтаратпăр. Тĕрлĕ чухне тĕрлĕрен пулать. Юлашки 4-5 çул хушшинче районти ăнăçсăр çемьере пурăннă ачасем хамăр районтах юлаççĕ, кунти çемьесенчех вырнаçаççĕ.

Кăçал 8 ашшĕ-амăшне ача пăхмалли ирĕкрен хăтарнă, вĕсен 10 ачи урăх çемьесене пурăнма куçнă.

- Республикăри интернатсенчен ачасене усрава илес текенсем пур-и?

- Республикăри интернатсенчен те, ытти районсенчен те ачасене усрва илеççĕ.

- Надежда Анатольевна, усрава илнĕ ачасемшĕн ашшĕ-амăшне мĕн чухлĕ тÿлеççĕ?

- Пĕр е икĕ ача пăхнăшăн 3295 тенкĕ, 3-4 ачашăн - 4680 тенкĕ тÿлеççĕ. Маларах пĕр е икĕ ачашăн 2500, 3-4-шăн 3300 тенкĕ тÿленĕ пулнă. Ку вăл вĕсен хăйне евĕрлĕ ĕç укçийĕ пулать ĕнтĕ. Ашшĕ-амăшĕн ĕç стажĕ те пырать. Çавăн пекех ачасене хăйсене уйăхсерен паракан пособи те пур. 116 усрава илнĕ ачаран 42 опекăна илнĕ ачашăн ашшĕ-амăшĕ хăй укçа илет.

2 çул тултаракан ачасен пособийĕ 4600 тенкĕ, 2-7 çултисен - 4785 тенкĕ, 7-18 çултисен - 5255 тенкĕ. Çавăн пекех 3 çул тултарман е инвалид ачасене пăхнăшăн ĕç укçин çумне чи пĕчĕк ĕç укçин 50 процентĕнчен сахалрах мар хушса тÿлеççĕ. Ытларах ачасене усрава ял çыннисем илеççĕ (85 процент).

- Тăван ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ĕç пирĕн районта мĕнлерех пырать?

- Çак ĕç пирĕн районта 2006 çултанпа пырать. 2006 çулта пĕр тăлăх ачана поселокри пĕр пÿлĕмлĕ хваттер туянса панă, 2007 çулта - 3 тăлăха 463 пин тенкĕлĕх, 2008 çулта - 3 уйрăм çурт 819 пин тенкĕлĕх туяннă, 2009 çулта - 6. Ку ĕç малалла пырать. Хальлĕхе пурăнмалли çурт-йĕрлĕ пулас текен 12 ача черетре.

Пирĕн ĕçре пуринпе те тачă çыхăнса ĕçлени пулăшать. Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссипе ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе, ШĔПĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторĕсемпе, шкулсемпе, медицина, социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсемпе ĕçлеме тивет. Ялта пурте пĕр-пĕрне паллаççĕ, камăн ачисем мĕнле условисенче пурăннине пĕлеççĕ. Йывăр ларури ачасем çинчен пире пĕлтерсех тăраççĕ. Унсăр пуçне хамăр та çемьесене тĕрĕслесех çÿретпĕр, кам мĕнле условисенче пурăннине тĕрĕслетпĕр. Усрава илнĕ ачасен условийĕсене тимлетпĕр. Акă, кăçал пĕр опекуна ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнă, ачана урăх çемьене панă. Паллах, чуна ыраттаракан самантсем нумай тĕл пулаççĕ. Тăван ашшĕ-амăшĕнчен уйăрнă ачасем те психика енчен нумай йывăрлăх тÿсеççĕ. Çав-çавах та эпир вĕсемшĕнех, ачасемшĕнех, ĕçлетпĕр, лайăхрах пултăр тесе тăрăшатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика