12 ноября 2010 г.
80 çул - каялла çаврăнса пăхсан питех те вăрăм кун-çул... Мĕнле вăхăтсем, аса илÿсем пулса иртмен-ши çак тапхăрта. Мĕн çеç курман пулĕ хамăн ĕмĕрте: лайăххи те, начарри те çителĕклех - чухăн пурнăç, чир-чĕр тата ытти те. Çуралсанах çăка сÿсе çĕленĕ хуп сăпкара (ыраш улăмĕ сарнă вырăнпа) ярăнтарса ÿстернĕ аттепе анне хăйсен 10 ачине (пĕри пĕчĕкле çĕре кĕнĕ). Тăххăрăн ÿссе çитĕннĕ эпир. Утакан-чупакан пулсан çара уран пир йĕмпе урамра чупнă, шкула çÿреме пуçличчен урамра, пысăккисем пек пулас килнипе хамăра хамăр аслисем пек тыткаласа тĕрлĕрен вăйăсем выляттăмăр. 7 çул тултарсан шкул пурнăçĕ пуçланчĕ, унтан - вăрçă çулĕсем. Хаяр вăрçă çулĕсенчи выçлăх, куççуль, чир-чĕр, асап вăхăчĕ, аттене те, ялти ытти арçынсене те вăрçа илсе кайни тата ытти терт-нушаллă çамрăклăх. Вăрçă чарăнсан та асаплă кун-çул умра пулнă - юхăннă çĕршыва, яла ура çине тăратмалла пулнă. Çак самантсене ялти ытти çынсемпе пĕрле пурне те чăтнă, нăйкăшман.
1948 çулта Канашри финанс техникумне вĕренме кĕтĕм. Пурнăçĕ тертлĕ пулин те çамрăксем савăнма пĕлнĕ - юрă-ташă каçĕсем те тăтăшах пулатчĕç, тĕрлĕрен вăйăсем те вылянă. Çурхи ăшă каçсенче ĕмĕр манми савăнăçлă вăхăтсем иртрĕç. Çамрăксем пĕр-пĕринпе çав тери туслăччĕ ун чухне.
Ÿссе çитĕннĕ, çемье çавăрнă. Пирĕн виçĕ ача, пурин те хăйсен çемйисем, ачи-пăчи. Ĕмĕр тăршшĕпех выльăх-чĕрлĕх тытнă, пахчара ĕçленĕ. 1948 çултан пуçласа 1990 çулччен - 42 çул ĕçленĕ, 13 çулне вĕренсе ирттернĕ. Хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канура (25 çул). Ĕçпе тыл ветеранĕ. Вĕренÿре те, ĕçре те нихăçан та кайрисен ретĕнче пулса курман. Ун çинчен нумай грамотăсемпе хаклă парнесем те çирĕплетсе параççĕ. Ĕçри Хисеп хăми çинче те тăтăшах пулма тÿр килнĕ.
Халĕ вара пурнăç питех те лайăх - ĕçмелли, çимелли, тăхăнмалли пурте çителĕклĕ. Вăй çитнĕ таран ĕçлеме ан ÿркен кăна. Пенси параççĕ, çурта газпа ăшăтатпăр, шыв пÿртре - тата мĕн кирлĕ пире, ватăсене. Пахча 13 сотка, унта çĕр улми лартатăп, улмуççисем 10 тĕп, крыжовник, хурлăхансем, купăста, кишĕр - пурне те туса илетĕп. Чăх-чĕп, хур-кăвакал усратăп. 70 çултан иртсен ывăл ачасем валли хăтлă çурт хăпартса лартрăм, ачасем пулăшмасăр пулман ĕнтĕ.
9 тăванран виççĕн тăрса юлтăмăр, упăшкисем çиччĕрен иккĕн юлчĕç. Тăвансен ачисем, мăнукĕсем мана пурте хисеплеççĕ, килсе çÿреççĕ. Май килнĕ вăхăтсенче хам та тăвансем патне каятăп. Юлашки вăхăтра Росгосстрахра ĕçлесе пенсие тухрăм. Унта ĕçлекенсемпе паянхи кун та çыхăну тытатăп. Вĕсем мана кашни çул çуралнă кун ячĕпе, вăрçă чарăннă кунпа, Ваттисен кунĕ ячĕпе саламлă открыткăсем ярса параççĕ, тепĕр чухне парнесем парса хавхалантараççĕ, пурăнма вăй-хал хушаççĕ.
Пирĕн йăх-тĕп - Павловскийсен. Çак йăхра нумай пурăнакан, вĕреннĕ ăслă çынсем тесе калас килет. Ман аттене те 1914 çулта лайăх вĕреннĕшĕн Евангели кĕнеки парнеленĕ. Унта хура тушьпе «За отличную учебу Павловскому Ивану Платоновичу» тесе çырнă. Атте 1900 çулта çуралнă, 1942 çулта Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă. Архиври документсем тăрăх пирĕн атте колхозри собранисемпе канашлусенче тăтăшах протокол çыраканĕ пулни паллă. Эпир, унăн ачисем, тăххăртан пиллĕкĕшĕ вĕренсе тухрăмăр. Тăваттăшĕ аслă е вăтам пĕлÿ илеймен, вĕсене хаяр вăрçă кансĕрленĕ.
Вăрçă чарăнни 65 çул çитрĕ. Çак ятпа мана та медаль парса чыс турĕç. Урăх мĕн кирлĕ пире, малашне мăнуксемпе савăнмалли кăна юлать. Вĕсем манăн тăваттăн - 2 хĕр те 2 ывăл ача. Паянхи куна манăн мăнуксенчен виççĕшĕ аслă пĕлÿ паракан университетсенче вĕренеççĕ. Аслă хĕрĕн ывăлĕ Сергей - Мускавра, ывăлăн, Валерин, хĕрĕсем Наташа - Шупашкарта, Мария - Хусанта. Кĕçĕн ывăлăн, Борисăн ывăлĕ Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренеççĕ. Турă сывлăх патăрах пурне те. Çапла пулсан малашлăх пуласса чунтанах шанатăп.