АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивĕ Вĕренере - 455 çул

12 ноября 2010 г.

«Хĕрлĕ ялав» хаçатăн сентябрĕн 14-мĕшĕнчи 99 (9723) номерĕнчи «Кивĕ Вĕренер ялĕ» ятлă статьяна вуланă хыççăн тĕрлĕрен шухăшсем çуралчĕç. П.Пряников вилнĕ хыççăн тавра ен историне тĕпчекен те юлмарĕ пулĕ. Вĕсем вара кирлех.

Н.Михайлов Вĕренер ят Ара шывĕ ятĕнчен тухнă тет. Кулăшла пĕр енчен - нар, - нер - финноугорсемпе çыхăннă. (Автор калашле «суффикс») тепĕр енчен хурлăхлă: пĕлмесĕр сÿпĕлтетес марччĕ, статья авторĕпе тавлашăва кĕрес мар - вăхăт çук. Çакна çеç калас килет: хушăран истори кĕнекисене вуласчĕ, этимологи словарĕсене уçса пăхасчĕ. Темле пулсан та, Н.Михайлов çырнинчен çакăнпа килĕшме пулать. «XIV-мĕш ĕмĕрте Ылтăн Урта ушкăнĕсем хăратса-çаратса çÿренĕ. Вĕсенчен хăраса хальхи Комсомольски район тăрăхĕнчи чăвашсемпе тутарсем тарса килнĕ. Вĕсем Кавал ялĕнчен аякра мар Ара шывĕн сулахай енчи пысăк ту айккине вырнаçнă». Темле пулсан та Николай Павлович Киввĕренерсене кăна мар, çывăхри ялсенче пурăнакансене те хăйĕн статйипе шухăша ячĕ. Ял çитес çул 455 çул тултарасси пирки пĕрре те иккĕленмелле мар. Çавăнпа та хамăн шухăша Н.Михайлов шухăшĕпех вĕçлес килет: «Ман шутпа Кивĕ Вĕренер ялĕ 1550-60 çулсенче пуçланнă теме пулать, е ялăн 455 çулне (1556 çула илсен) çитес çул уявлас пулать». Автор ку хăйĕн шухăшĕ тесе пĕлтернĕ. Апла пулин те, ку чăнах çапла тесе шутлать ял халăхĕ. Çитес çулла Кавал ял тăрăхĕн администрацийĕ пулăшнипе, тен, тутарсемпе туслă пурăнакан Киввĕренерсене район бюджетĕнчен пулăшу кÿнипе тепĕр çул пысăк уяв ирттересчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика