АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕрке хуралĕнче сыхă тăракан

12 ноября 2010 г.

Право хуралĕн органĕсенче тăрăшакансем пысăк та яваплă ĕç пурнăçлаççĕ. Йĕркелĕхпе саккунлăха, граждансен хăрушсăрлăхне, вĕсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлеççĕ. Çав çынсенчен пĕри те ĕнтĕ районти шалти ĕçсен пайĕнче нумай çулсем хушши тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракан Владимир Николаевич Максимов.

Вăл 1964 çулта Тупах ялĕнче кун çути курнă. Ачалăхĕ ялти ытти ачасенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман - ялти, унтан Кĕлкешри вăтам шкулсенче вĕреннĕ. Каярахпа Вăрмарти автошкулта вĕренсе водитель правине илет. 1982 çулта салтака кайма ят тухать. Ялта ÿснĕ çамрăк каччă хаваспах салтак ретне тăрать. 1984 çулта салтак службине татса тăван яла таврăнать те «Прогресс» хуçалăхра вăй хума тытăнса ГАЗ-53 автомашина рульне самаях çавăрать. 1988 çулта ВЛКСМ райкомĕн сĕнĕвĕпе районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлеме тытăнать. Çак кунтан пуçланать те ĕнтĕ хăюллă çамрăкăн право йĕркине сыхлассипе çыхăннă служби. Пултарулăхне кура ăна тепĕр çулталăкран Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерстви çумĕнчи Çĕнĕ Шупашкарти вĕренÿ центрне вĕренме яраççĕ. 1998 çулта В.Максимов пĕлĕвне малалла тăсас тĕллевпе Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрсе 2001 çулта техник-механик дипломне илет. Пурнăç хăйне майлă малаллах шăвать, авланса çемьеллĕ пулать. Мăшăрĕпе, Алевтина Вениаминовнăпа, икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Аслă хĕрĕ, Кристина, Чăваш ял хуçалăх академийĕнче бухучет, аудит факультетĕнче, кĕçĕн хĕрĕ, Анастасия, Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта 11 класра вĕренеççĕ. Мăшăрĕ А.Максимова - Россельхозбанкăн районти уйрăмĕн управляющийĕнче вăй хурать.

Владимир Николаевич 2009 çулхи октябрь уйăхĕнчен тытăнса айăпланакансене е айăплă тесе шутлакансене вăхăтлăха тытса усрамалли изолятор начальникĕн заместителĕнче ĕçлет.

Тăрăшса ĕçлекен, право йĕркине пăхăнакан милиционера çăмăл мар ĕçре хăйне лайăх тытнăшăн, чăтăмлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн милицин 1 тата 2 степеньлĕ отличник знакне панă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика