АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çавра сĕтел хушшинчи тĕл пулу

12 ноября 2010 г.

Район центрĕн Культура çуртĕнче ял хуçалăхĕн тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе ирттернĕ уявра эпир, Эçпепери клуб çумĕнчи художествăлла пултарулăх ушкăнĕнчи хĕрсемпе хĕрарăмсем, хамăр ялти хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхне В.Яковлева куртăмăр та çак уява хамăр ялти клубра уявласа ирттерме кăмăл пурри çинчен пĕлтертĕмĕр. Вăл шухăша ырласа пулăшма хапăл пулчĕ.

Тепĕр кунне Эçпепери Культура çуртне çĕр ĕçченĕсене халалланă уява халăх чылай пухăнчĕ. Уяв çавра сĕтел хушшинче иртрĕ. Юнашар ялти Кивĕ Шулхан ĕçченĕсене те йыхравларăмăр. Малтанах килнĕ хăнасене В.Яковлев уяв ячĕпе саламласа асăнмалăх парне парнелерĕ. «Родина» ЯХПК председателĕ пулса ĕçленĕ Л.Лукин сăмах илчĕ, çĕр ĕçченĕсене хăйсене шеллемесĕр кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕшĕн чун-чĕререн тав сăмахĕ каларĕ. Малалла ялти клуб çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ.

Çакна та палăртса хăварас килет: хăйĕн çепĕç юррисемпе куракансене Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Вăрмарти уйрăмĕн начальникĕ Э.Захарова уйрăмах савăнтарчĕ.

30-40 çул пĕрле ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канури çынсем ытларах пухăннă кунта. Пĕр-пĕрне час-часах тĕл пулманни палăрчĕ вĕсен калаçăвĕнчен. Вĕсем ырми-канми халăхшăн, хуçалăхшăн ĕçленĕ вăхăта аса илсе калаçнине эпир хаваспах итлесе лартăмăр.

Кивĕ Шулхан ялĕнче пурăнакан, тăван хуçалăхра 50 çул трактор, комбайнпа ĕçленĕ Н.Васильев хăй Ленин орденĕ илме тивĕçлĕ пулни çинчен каласа пачĕ. Н.Семенова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ята, «Хура тăпраллă мар çĕрсене ĕçе кĕртнĕшĕн, аталантарма пулăшнăшăн» медаль илме тивĕçлĕ пулни, тĕрлĕ хуласенче пулса хăйĕн пĕлĕвне ÿстерни çинчен каласа пачĕ.

Çавăн пекех В.Иванов, И.Иванов, Т.Николаева, Н.Степанов, А.Андреев, Е.Ильина,В.Борьков, З.Ярлыкина, А.Михайлова, Ю.Федоров, М.Федоров, Г.Тихонов 30 çул ытла хуçалăхра вăй хурса ĕçленĕшĕн тĕрлĕ наградăсене тивĕçлĕ пулни палăрчĕ.

Ваттисене хисеплени, чыслани пирĕн ялта çынлăх туйăмĕ пĕтменни çинчен пĕлтерет. Пирĕн вĕсем çинчен манса каймалла мар, май килнĕ таран пулăшса, вĕсемпе час-часах тĕл пулусем ирттермелле. Тĕл пулăва ирттерме укçа-тенкĕ енчен пулăшнă хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхне В.Яковлева, артистсене тав сăмахĕ каласа саланчĕç хăнасем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика