12 ноября 2010 г.
Районти Культура çуртĕнче кашни çулах «Мисс Дюймовочка» конкурс ирттересси йăлана кĕнĕ. Уйрăмах çак тупăшăва хутшăнма Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен хĕр пĕрчисем хапăл тăваççĕ. Кăçал та акă 2-мĕш классенче вĕренекен Н.Матвеева, А.Егорова, В.Михайлова, К.Александрова, В.Александрова, Н.Волкова, Т.Андреева, К.Лаврентьева сцена çине тухса куракансене хăйсен пултарулăхĕпе тĕрлĕ енлĕн паллаштарма шутларĕç.
Çĕнтерÿçĕ ятне илес тесен вĕсен 6 конкурс витĕр - «Визитка», «Мĕн; Ăçта; Хăçан;», «Юмах», «Модница», «Алло, эпир пултаруллисене шыратпăр», «Бала чĕнетпĕр», - тухма лекрĕ. Пурте тăрăшуллă та маттур пулнине кăтартрĕç пулин те - конкурс конкурсах ĕнтĕ - жюри членĕсем «Мисс Дюймовочка» ята пĕр сасăллă пулса 2 а класра вĕренекен Вика Александрова тивĕçлине палăртрĕç. Кÿренекенсем пулмарĕç пулĕ тетĕп - пурте Хисеп грамотисемпе парнесене тивĕçрĕç. Çапах та чи пысăк парне вĕсемшĕн куракансем кашнинех тăвăллăн алă çупса хавхалантарни пулчĕ пулĕ.