12 ноября 2010 г.
Районти историпе тавра пĕлÿ музейĕнче Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Н.Садюков художникăн картинисен куравĕ октябрь уйăхĕн варричченех ĕçлет. Унăн пултарулăхĕпе паллашма кунта нумай çын килсе çÿрет, уйрăмах шкул ачисене палăртмалла. Энĕшпуçĕнчи шкулта Çар Мухтавĕн музейне йĕркеленĕ И.Криков тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен З.Дмитриева хăйсен вĕрентекенĕсене чи малтанах экскурсие илсе килчĕç. Пĕр ĕç тăваççĕ-çке вĕсем - çавăнпа та район центрĕнчи В.Цыфаркин хатĕрленĕ куравпа паллашни питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Курмалли вара сахал мар - чăваш хĕрарăмĕсен портречĕсене курнă май кашнин куçĕ умнех тăван асанне, анне тухса тăрать. Пейзаж картинисенче - тăван тавралăх, пурте курнă, пĕлекен вырăнсем куçа илĕртеççĕ.