АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алли ăста - кăмăлĕ тата...

12 ноября 2010 г.

Асатте маншăн чи хаклă çын. Вăл - Тикаш ялĕнче пурăнакан Виталий Васильевич Ульянов. Асатте 1929-мĕш çулта çуралнă. Асаннепе çемье çавăрса пилĕк ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, тивĕçлĕ пĕлÿ илме пулăшнă. Асанне çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнине пула вăл халĕ пĕчченех пурăнать. Ман асатте мĕн çамрăкран питĕ ĕçчен пулнă пирки унăн алли тума пĕлмен ĕç те çук. 81 çула çитнĕ пулсан та хăйне çирĕп туять-ха, пĕчченех кил хуçалăхне тытса тăрать. Йышпа тумалли ĕçсене ăна ачисемпе мăнукĕсем килсе пулăшаççĕ. Эпĕ асатте патне кашни кунах каятăп, шыв кÿрсе паратăп, кил-картише тирпейлетĕп, ытти ĕçсене те хаваспах тăватăп.

Асатте эпир пынăшăн питĕ савăнать, яланах тав сăмахĕ калать, шкулта лайăх вĕренме, аслисене итлеме хушать, хăй пекех нумай пурăнма пиллет.

Эпĕ асаттене питĕ юрататăп, вăл пурри - пирĕн телей.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика