АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Болдинăри кĕркунне

12 ноября 2010 г.

Вырăссен паллă поэчĕн А.С.Пушкинăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе çыхăннă чылай вырăнсенчен чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри ĕлĕк Чулхула кĕпĕрнине (халĕ облаçне) кĕрекен Болдино сали.

Тахçантанпах Аслă Болдинăна паллă поэтпа çыхăннă паллă вырăнсем тесе палăртаççĕ. Кунта Александр Сергеевичăн патшалăх сыхлакан литературăпа мемориал, çут çанталăк заповедник музейĕ «Болдино» вырнаçнă. Ăна 1949 çулта, паллă поэт çуралнăранпа 150 çул çитнине халалласа уçнă.

Нумаях пулмасть Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулти 6 в тата 8 а классенче вĕренекенсем çак тĕнчипе паллă музейра пултăмăр. Çула тăван тăрăхран ирхине ирех, ăмăр çанталăкра, тухрăмăр, анчах та Изабелла Федоровна экскурсовод 4 сехет хушши (Болдинăна çитме çавăн чухлĕ вăхăт кирлĕ) поэт пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарни пĕлĕтсене сирсе ячĕ тейĕн. Акă эпир Болдинăри именире те. Кунта питĕ (нумай пÿлĕмсем). Пире уйрăмах Александр Сергеевичăн пÿлĕмĕ тыткăнларĕ - ара кунта вăл хăйĕн нумай юмахĕсене, «Евгений Онегин» сăвăлла романĕн юлашки сыпăкне çырнă-çке! Унтанпа 300 çула яхăн иртнĕ, анчах поэт юнашарах сĕтел хушшинче ларнăн туйăнать.

Салари имени А.Пушкина ашшĕнчен куçнă. Унăн лаптăкĕнчех поэт лартнă йывăç та ÿсет. Аçа-çиçĕм лектернĕрен тăррине касма та тивнĕ. Александр Сергеевичăн лаша витинче те пултăмăр, унăн каретине , унтан музей тăрăхĕнче поэта халалланă пуканесене те куртăмăр, унăн юмахĕсем тăрăх ÿкернĕ ÿкерчĕксемпе те паллашрăмăр.

Кунти музей экспозицийĕсем А.Пушкин асăннă салана килнĕ вăхăта чĕртсе тăратаççĕ. Усадьбăпа юнашарах 1790 çулта поэт аслашшĕ Лев Александрович купалаттарнă Успени чиркĕвĕ вырнаçнă. Ăна Александр Сергеевич çуралнă çул çветит тунă. Заповедник хĕрринче - маларах унта Болдинăри йывăçран чиркÿ вырнаçнă пулнă - халĕ Михаил Архангел часавайĕ. Çак музей объектĕнче Пушкинсен йăх-несĕлĕ пирки тĕплĕн пĕлме пулать.

Çуллахи вăхăтра заповедник музейра XIX ĕмĕрти каретăпа ярăнма, А.Пушкин çÿреме юратнă Лучинник ятлă ращара тавралăхпа киленме юрать. Паллă поэт пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе çыхăннă «Болдино» заповедник музей унпа тĕрлĕ енлĕн паллаштаракан тĕнче. Пире унпа паллашма май туса панăшăн А.Егорова, Г.Левина, В.Антонова вĕрентекенсене чĕререн тав тăвас килет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика