12 ноября 2010 г.
Иртнĕ уйăх Кĕтеснерсемшĕн паллă пулăмпа асра юлчĕ. 91 çул каялла çут тĕнчене чăваш халăх çыравçи В.С. Алендей килнĕ. Ентешĕмĕр çуралнине паллă тума Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта та тĕплĕн хатĕрленнĕ. Маларах палăртнă ĕç планĕнче çыравçăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе туллинрех паллашнă, произведенийĕсем тăрăх вулав конференцийĕсем ирттернĕ, сăввисене палăртуллă вулама вĕреннĕ. Библиотека сентрисем çинчи тата тăван шкулти музейра упранакан кĕнекесене вуласа çыравçă пурнăçра мĕн курни, илтни, тÿссе ирттернине ăнланма тăрăшрĕç вĕренекенсем. Унти тĕп сăнарсем Кĕтеснер çыннисем пулнине пĕлсе тăванĕсемпе кÿршисенче кĕнекери сăнарсене шырарĕç. Çĕр çинче чи хитри - пурнăç. Пурнăç вăл - Тăван çĕршыв, тăван кил, çемье, тус-тăван, ытарайми тавралăх... Çак шухăшпа ăнланса илме тăрăшрĕç ачасем талантлă çыравçă произведенийĕсемпе паллашнă май. Шкулта В.Алендей ячĕллĕ конкурс пулассине палăртсан вĕренекенсем сăвă йĕркисем шăрçаларĕç, кĕске калавсемпе статьясем çырас ĕçе кÿлĕнчĕç. Çитĕнекен ăру хушшинче ентешĕмĕр ĕçне малалла тăсма пултарас шанчăк пурри, чăннипех те савăнăç кÿрет.