12 ноября 2010 г.
Республикăра «Çĕнĕ шкул» программа пурнăçа анлăн кĕрет. Пултаруллă ачасемпе ĕçлени шкулăн, вĕренекенĕн пуласлăхне çĕклет.
2009-2010 вĕренÿ çулĕсенче право предметне пĕлнипе М.Сергеева вĕренекен пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Налук темипе чи лайăх хайлав çырассипе республикăра иртнĕ конкурсра та Маргарита Сергеева çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Пултаруллă хĕр чылай конкурссене хутшăннине палăртмалла. «Çыннăн шăпи» радиоконкурсра, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă «Манăçми çав иртнĕ кунсем» республикăри конкурсра пысăк ÿсĕмсем тунă. Çак çитĕнÿсем патне ăнтăлма пулăшаканĕ - унăн вĕрентекенĕ Маргарита Вячеславовна Краснова. Пултаруллă та маттур хĕрача Шупашкарти планпа экономика колледжĕнче пĕлÿ пухать.
Хальхи вăхăтра асăннă шкулта 77 ача вĕренет. Иртнĕ çул районти 20 предметпа ирттернĕ тупăшусене пурĕ 34 ача хутшăннă. Виççĕмĕш класра вĕренекен В.Иванова, К.Краснова, В.Андреев ( класс ертÿçи Е.Васильева) районта иртнĕ «Кĕçĕн классем валли интеллектуаллă вăйăсем» конкурсра çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă.
Çавăн пекех музыка предмечĕпе А.Александрова, вырăс чĕлхипе тата право предмечĕсемпе Р.Сергеева, технологипе А.Константинова малти вырăнсене тивĕçнĕ.