АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял аталанăвĕнче шкул паллă вырăнта

12 ноября 2010 г.

Ялта çуралса ÿснĕ çыншăн тăван ял, шкул уйрăмах питĕ çывăх. Унта унăн ачалăхĕ, ÿсĕм çулĕсем иртеççĕ. Кашни ялăн хăйĕн историйĕ, аталанăвĕ. Манăн сăмахăм ку хутĕнче шăпах Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул ĕçĕ-хĕлĕ пирки пулĕ. Малтанласа унăн историйĕпе кĕскен паллаштарам-ха.

1883 çулта Кĕтеснер ялĕнче хутла пĕлекенсен шкулĕ уçăлать. 1889 çулта вара çветтуй Гурий тăванлăхĕн шкулĕ пулса тăрать. Хутла вĕрентнипе пĕрлех ачасене чиркÿ юрри-кĕввисене юрлаттарнă. 1887-1888 çулсенче шкулта 20 арçын ача тата 5 хĕрача вĕреннĕ. 1889 çулта Я.Гаврилов халăх учителĕн ятне илет те урăх ĕçе куçать. 1890 çулта шкула кунти хресчен Кузьма Гаврилов ертсе пынă. Вăл вырсарни кунсенчи каçсенче ачасемпе çеç мар, ялти хресченсемпе те тĕн вулавĕ йĕркеленĕ. 1902 çулта шкулта 21 арçын ачапа 7 хĕрача вĕреннĕ. 1906 çулта Кĕтеснер хресченĕсем Çĕрпÿ земствинчен шкул валли 0,5 теçеттин (хальхи виçепе çур гектартан кăшт ытларах) çĕр тата шкул çуртне тума 300 тенкĕ укçа уйăрма ыйтнă. Анчах та вĕсен ыйтăвне тивĕçтермен. Çапах та 1908 çулта чиркÿ прихучĕн шкулĕ уçăлатех. Унта 1909-1910 çулсенче 64 арçын ачапа 11 хĕрача вĕреннĕ. 1910 çулта ял пухăвĕ каллех земствăна 2 класлă училищĕ уçма ыйту тăратнă, анчах та ирĕк паман. Çавна пула Кĕтеснер ачисем малалла вĕренме Кавалти шкула çÿренĕ. Паллах, унта çирĕп çемье ачисем çеç кайма пултарнă. 1917 çул хыççăн чиркÿ прихучĕн шкулĕсем хупăннă.1936-1937 вĕренÿ çулĕсенче çичĕ çул пĕлÿ пухмалли шкул ĕçлеме тытăнать. 1956 çулта шкул директорĕнче Г. Никифоров тăрăшнипе йывăçран тунă шкул хута каять. 1957 çулта çулла унтан кĕл анчах тăрса юлнă. Ку вара ял халăхĕшĕн калама çук пысăк хуйхă пулнă. Шкул ачисен каллех лаша витин хурал пÿртĕнче, колхозниксен килĕсенче вĕренме лекнĕ. Вĕрентекенсемпе бухгалтерсене З.Викторова колхозница хăйĕн пысăках мар çуртĕнче вырăн панă. Каярахпа колхоз вăйĕпе тата районти çут ĕç пайĕ тăрăшнипе 1962 çулта (колхоз председателĕ В.Малинин, шкул директорĕ П.Данилов) икĕ хутлă шкула хута ярассипе чылай тăрăшнă. 1959-1965 çулсенче сакăр çул вĕренмелли пĕлÿ учрежденийĕнче ачасем пахалăхлă пĕлÿ илнĕ. Хăй вăхăтĕнче асăннă шкулта 342 ача та вĕреннĕ.

1962 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен Кĕтеснерте вăтам шкул уçăлать. 1995 çулта Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам, 2004 çултан вара пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул ятне илет.

Кĕтеснер шкулĕнче республикипе паллă çынсем вĕренсе тухнă. Акă вĕсем: чăвашсен паллă писателĕ В.Алентей, Г.Алентей çыравçă, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ артисчĕсем Фаинăпа Николай Ивановсем, Василий Павлов, летчик-сăнавçă А.Захаров, вăрçă вучĕ витĕр тухнă Я.Назаров полковник, ЧР тава тивĕçлĕ юрисчĕ Б.Михайлов, ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ Н.Захаров, ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ И.Петров, «Шупашкарти строительство материалĕсен завочĕ» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ пулнă В.Нямин, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствинче пай начальникĕ пулса вăй хуракан М.Краснов, район больницин тĕп врачĕн çумĕ Н.Васильева тата ытти нумай паллă çынсем.

Хальхи вăхăтра Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пурĕ 16 вĕрентекен тăрăшса вăй хурать. Маргарита Вячеславовна Краснова хăй вĕренсе тухнă тăван шкулĕнче 1981 çултанпа вĕрентекен пулса, 2002 çултанпа шкул директорĕнче ĕçлет. Пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ М.Краснова директор, кунти вĕрентекенсем тăрăшнипе кашни çулах шкулăн пурлăхпа техника бази çирĕпленсе пырать, лайăх вĕренекенсен йышĕ ÿссех пырать. Ĕçре пысăк ÿсĕмсем тунăшăн асăннă шкулти М.Красновăпа Н.Владимирова «РФ пĕтĕмĕшле тата профессиллĕ вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ, 7 вĕрентекене Чăваш Республикин вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Палăртма кăмăллă: кашни çулах Е.Ефимова, Г.Николаева, В.Сорокин, Е.Васильева вĕренекенĕсем районти олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ.

«Пирĕн тĕп тĕллев - шкул ачисене пахалăхлă пĕлÿ парасси, вĕрентÿ ĕçĕнче çĕнĕ информаци технологисене явăçтарасси, пысăк культурăллă, анлă тавра курăмлă гражданинсем çитĕнтересси, тăван çĕршыва юратма, тăван кĕтесе упрама, ĕçе юратма, ырă-сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентесси», - терĕ Маргарита Вячеславовна шкул ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика