АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕ курăмлă пулсан, çынни татăлмасть кунтан

12 ноября 2010 г.

1841 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче Пĕрремĕш Николай патша Раççейре перекет кассин пĕрлехи проектне хатĕрлеме тата Мускавра, Санкт-Петербургра малтанхи перекет кассисем уçма Сената хушу панă. Çапла вара пĕрремĕш перекет кассисем Мускавпа Санкт-Петербург хулисенче уçăлнă. Çавăнтан Раççейре перекет кассин ĕçĕ-хĕлĕ пуçланса кайнă.

Пирĕн районта чи малтанхи перекет кассине 1927 çулта январь уйăхĕнче Кавалти çыхăну уйрăмĕ çумĕнче уçнă. Районти перекет касси Вăрмарта 1930 çулта октябрĕн 1-мĕшĕнче ĕçлеме пуçланă. Перекет кассисем майĕпен ытти ялсенче те уçăлнă. Акă, тĕслĕхрен, Пысăк Енккассинче - 1937 çулта, Мăнçырмапа Энĕшпуçĕнче - 1938 çулта, Шăхальте - 1939 çулта.

Чи малтанхи перекет кассисем аталанса ура çине тăнăранпа тата вĕсенчен пысăк универсаллă коммерци банкĕсем пулса кайнăранпа 169 çул çитрĕ. Унта пирĕн Çĕрпÿри перекет банкĕн Вăрмарти хушма офисĕ те кĕрет.

Хальхи вăхăтра пирĕн перекет банкĕн хушма офисĕн операци пайĕ çынсемпе организацисен, предприятисен, учрежденисен тата ыттисен ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе ĕçлет. Çавăн пекех Кавалта, Пысăк Енккассинче, Энĕшпуçĕнче, Шăхальте, Тикашра, Урнарта, Чулкасра операци кассисем пур.

Вăхăт хăвăрт шăвать. Çĕршывра рынок экономики хуçаланать. Çавна май пурнăçăн пур сферинче те нумай улшăнусем пулса иртеççĕ. Вĕсем банксен ĕçĕсенче те палăраççĕ. Çапла вара пирĕн перекет банкĕ те универсаллă банк пулса тăчĕ. Çынсене паракан пулăшу калăпăшĕ те, операцисен хисепĕ те ÿссех пырать.

Пирĕн перекет банкĕнче предприятисемпе организацисем 1995 çултан пуçласа хăйсен расчет счечĕсене уçнă. 1998 çулхи июнь уйăхĕнчен бюджет счечĕсемпе ĕçлеме тытăннă.

Перекет банкĕнче унчченхи пекех, вкладсемпе ĕçлесси тĕп вырăн йышăнать. Вăл халăха çĕнĕ йышши пулăшусем парать, унчченхисене лайăхлатса пыма тăрăшать, çĕнĕ йышши сроклă тата валютлă вкладсем йышăнать.

Çакна палăртма вырăнлă: перекет банкĕсен ĕçĕ-хĕлĕ малтан мĕнле пулнă, халĕ те çаплипех юлать. Урăхла каласан, вĕсем вкладчиксем хывнă укçана тĕрĕс-тĕкел упрама, хисепне тăтăшах ÿстерсе пыма тăрăшаççĕ.

Çавăн пекех пирĕн хушма офис халăха çурт-йĕр çавăрма, хваттер илме, уйрăм предпринимательлĕхе, ял хуçалăхне аталантарма, çĕнĕ автомобиль илме патшалăхăн кредитне çулсерен миллионшар тенкĕ кивçен укçа парать.

Перекет банкĕн уйрăмĕ тата унăн филиалĕсем унчченхи пекех тĕрлĕ енлĕ вкладсем çине укçа-тенкĕ йышăнаççĕ. Çавăн пекех çынсенчен страховани укçи, коммуналлă тÿлевсем йышăнать, пенсисемпе пособисем, ĕç укçи парать, клиент ыйтнипе вкладран телефон, коммуналлă тÿлевсене тата ытти хуласемпе районсене те укçа куçарса парать. Çакă, паллах, клиентăн (вкладчикăн) хаклă вăхăтне перекетлеме май парать.

Çынсен ыйтăвне тивĕçтерме меллĕрех пултăр тесе Вăрмар поселокĕнче РФ Перекет банкĕн картипе укçа илме икĕ банкомат пур. Ăна татах та уçасшăн. Çав банкоматсем урлă кредитшăн тата ытти тĕрлĕ пулăшушăн тÿлеме пулать. Унсăр пуçне халăх йышлă пулнă чухне черете пĕтерес тĕллевпе хушма офисăн залĕнче çак кунсенче терминал хута кайрĕ. Клиентсем унпа тĕрлĕрен налуксене, ссудăсене, коммуналлă тÿлевсене парса татма пултарĕç.

Перекет банкĕн коллективĕ хăйĕн ĕçне вăхăтра та пахалăхлă туса пыма тăрăшать. Пирĕн пурте пысăк квалификациллĕ работниксем, хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ. Пĕрне уйрăм ырласа хăварма çук, пурте çине тăрса тăрăшаççĕ, клиентсен ыйтăвĕсене тивĕçтерессишĕн чун-чĕререн ĕçлеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика