АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Шанчăк» шанăç кÿрет

12 ноября 2010 г.

Потребительсен рынокне таварсемпе тата пулăшу ĕçĕсемпе тултарма пулăшакан, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăвакан, харпăрлăхçăсен пысăк йышне йĕркелекен пĕлтерĕшлĕ çул-йĕртен пĕри пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарни шутланать. Пирĕн районта вăл пысăк хăвăртлăхпа аталанса пырать. Нумаях пулмасть «Нефть Тревэл», «Светлана» тулли мар яваплă обществăсем ĕçлеме тытăнчĕç. Иртнĕ кунсенче вара поселокра пурăнакансемшĕн тепĕр савăнăçлă самант пулчĕ - «Шанчăк» лавкка уçăлчĕ. Çак паллă пулăмпа Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, «Чувашметалл» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ Л.Григорьев, райадминистрацин пай начальникĕ Н.Краснова тата ытти яваплă çынсем саламларĕç.

«Пирĕн республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хамăр районта та ку енĕпе пысăк утăмсем тунине палăртмалла. Çакă поселокра тулли мар яваплă обществăсем çине-çинех уçăлни уççăн çирĕплетет. Унпа пĕрлех вырăнти халăх валли хушма ĕç вырăнĕсем пулни те савăнтарать. Районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕ эпир паян мĕнлерех вăй-хăватпа ĕçленинчен килет. Çакăнта вак тата вăтам бизнес аталанăвĕ уйрăмах пысăк вырăн йышăнать. Уйрăм çын предпринмательсем хăтлă лавккасем хăпартни вырăнти халăха тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем кÿме май парать, поселок инфратытăмĕ аталанать», - терĕ Константин Владимирович çĕнĕ лавкка уçнă май. Унтан Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, «Чувашметалл» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ Л.Григорьев, В.Сергеев уйрăм çын предприниматель хĕрлĕ хăю касрĕç, лавкка уçăлни çинчен пĕлтерчĕç.

Икĕ хутлă хăтлă лавккара темĕн тĕрлĕ тавар та пур. Ача-пăча таварĕсем, парфюмери, тĕрлĕрен чаплă кĕрĕксем сутакан уйрăмсем тата ытти те. Унсăр пуçне «Билайн» сотовăй çыхăнăвĕн пулăшăвĕсем те пур. Кунта хушма ĕç вырăнĕ 15 йĕркеленĕ.

Савăнăçлă уява илемлетекенĕсем чăваш эстрада юрăçисем пулчĕç. Çавăн пекех кунта тĕрлĕ конкурссем, вăйăсем иртрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика