АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле ĕç те малалла кайĕ

12 ноября 2010 г.

Вăрмар хула тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕсен иккĕмĕш созыври иккĕмĕш ларăвĕнче тĕрлĕрен ыйтусене пăхса тухрĕç. Унта райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - юрист, контрольпе организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, район, Вăрмар хула депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, комисси членĕсем хутшăннă.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхне суйламалли конкурс комиссийĕ сĕннĕ кандидатурăна - В.Иванова - хула тăрăхĕн депутачĕсем пĕр саслă пулса çирĕплетнĕ. Унтан Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ, депутатсен Пухăвĕн председателĕ С.Харитонов Вăрмар хула администрацийĕн пуçлăхĕпе Валерий Александровичпа пĕрле ĕçлеме тесе килĕшÿ турĕç.

Иккĕмĕш ыйтупа Вăрмар хула тăрăх администрацийĕн депутачĕсен Пухăвĕн 2008 çулхи октябрĕн 22-мĕшĕнче йышăннă çĕр налукĕсене хăш вăхăтра тÿлемеллине палăртнинче улшăнусем кĕртесси пирки хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева паллаштарчĕ. Çĕр налукĕсене уйрăм çынсен 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа халичченхи пек иккĕллĕ пайласа мар, пĕр хутчен - ноябрĕн 1-мĕшĕччен кая юлмасăр тÿлемелле пулать. Çавăн пекех депутатсем Вăрмар хула тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакансем право йĕркисене пăсса преступлени çулĕ çине тăрассинчен сыхланмалли пирки те калаçрĕç, тĕрлĕрен профилактикăлла мероприятисем ирттерме палăртрĕç. Уйрăмах çул çитмен ачасемпе тимлĕрех пулмаллине каларĕç. Йывăр шăпаллă тата районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекцинче учетра тăракан ачасене Вăрмар хула тăрăхĕн депутачĕсем çумне çирĕплетрĕç.

Çавăн пекех хула тăрăхĕн территоринче пурăнакан граждансен тĕрлĕ ыйтăвĕсене пăхса тухса тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика