АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айăплантăн пулсан явап тыт

09 ноября 2010 г.

Район прокуратури судра уголовнăй ĕçсене пăхса тухас çĕре тăтăшах хутшăнать. Нумаях пулмасть район судĕнче Ф. гражданкăна айăпланă ĕçе пăхса тухнă çĕре хутшăннă. Ф.гражданка Кĕтеснер ялĕнчи Р.гражданка килне пырса ăна çапса, тапса хĕнесе пĕтернĕ, çийĕнчен 5000 тенкĕ укçине вăрласа тухса кайнă. Тунă преступленишĕн Ф. гражданкăна район сучĕн приговорĕпе айăплă тесе йышăннă, 3 çуллăха ирĕкрен хăтарнă, икĕ çулне условнăй майпа тĕрĕслев вăхăчĕпе хăварнă.

Çавăн пекех район прокуратури Р. гражданинпа Б. гражданина айăпланă ĕçе пăхса тухнă çĕре хутшăннă. Вĕсене хваттерсем çаратнă тесе айăпланă. Асăннă гражданисем хăйсен айăпĕсене пĕтĕмпех йышăннă. Айăплантăн пулсан явапне те тытмах тивет. Çапла вара Р.гражданина 4 çуллăха штраф хумасăр ирĕкрен хăтарнă, 3 çул та 6 уйăхне тĕрĕслев вăхăчĕпе условнăй майпа айăпланă. Б.гражданина 3 çуллăха штраф хумасăр ирĕкрен хăтармалла тунă, çак вăхăтах тĕрĕслÿ вăхăчĕпе условнăй майпа айăпланă. Хальлĕхе приговор вăя кĕмен-ха.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика