09 ноября 2010 г.
Чулкас ял тăрăхĕ Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилотлă проекта хутшăнса активлă ĕçлесе пырать. Конкурса хутшăнса укçа-тенкĕллĕ пулчĕ. Çавна май ялти Культура çуртĕнче, фельдшерпа акушер пунктĕнче, шкулта юсав ĕçĕсем ирттернĕ.
Ялсенчи хăш-пĕр урамсене вак чул сарса хытарнă. Чулкас ялĕнчи К.Маркс урамĕнче 760 метр, Шоссейнăй урамра 240 метр асфальтлă çул сарчĕç. Çыннисем харсăртан халĕ çулĕ такăр.