09 ноября 2010 г.
Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче халăха хăрушсăрлăх йĕркипе тивĕçтерес енĕпе хăш ял тăрăхĕ лайăхрах ĕçленине палăртассипе ирттернĕ конкурсра тăхăр уйăх пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухса Энĕшпуç ял тăрăхĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илни çинчен пĕлтернĕччĕ.
Ку пĕрре те ахальтен мар. Вăрмар районĕнче 2009 çулта Республика кунĕ ирттерес умĕн ялта пушар деповне уçрĕç. Уява тивĕçлипе кĕтсе илес тесе нумай вăй хучĕç ун чухне Энĕшпуçсем. Ял халăхĕ туслă пулнипе, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов ăнăçлă ертсе пынипе асăннă объекта нимелле çĕклеме пултарчĕç. Ăна уçнă кун республикăри гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ В.Петьков тата ытти сумлă хăнасем депона «ЗИЛ-130» пушар машини, шыв уçлакан насус, пушар ĕçченĕн тумĕсене парнеленĕччĕ. Çакăнтан çирĕпленме пуçларĕ те ĕнтĕ Энĕшпуçсемшĕн кăна мар, çывăхри ял тăрăхĕсемшĕн те кирлĕ те сумлă ĕç. Халĕ кунта тепĕр пушар автомашини хутшăннă. Уйрăмах вĕсен усси кăçалхи шăрăх çанталăкра палăрнă. Хуруй çывăхĕнчи ката, Энĕшпуç ялĕн çывăхĕнчи вăрман ÿсекен вырăнсене пĕрре кăна мар вут-çулăм ярса илнĕ. Техника яланах хатĕр пулни вĕсене вăхăтра сÿнтерме май панă. Пушар машинин водителĕ В.Ефимов каланă тăрăх, ун чухне чăнахах та «хĕрÿ» килнĕ. Халĕ те ĕçĕ чылай - хуть те мĕн каласан та 5 ял тăрăхне пăхса тăмалла.
Пушар сÿнтересси инкек çинчен ял халăхне вăхăтра пĕлтерессипе те çыхăннă. Çакна та ял пуçлăхĕ Олег Анатольевич хăйне евĕр, хальхилле йĕркеленĕ - ялăн тĕп урамĕсене репродукторсем вырнаçтарнă. Вĕсем урлă вара темле инкек-синкек çинчен те вăхăтра пĕлтерме пулать.
Çакна та каласа хăвармалла: çулла чечексем ăшне путакан Энĕшпуç ялĕ хĕллехи вăхăтра çулсене юртан яланах тасатнипе палăрса тăрать. Ку вара инкек пулас пулсассăн пур çĕре те çитме май пурри çинчен калать.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ахальтен мар Энĕшпуçсем çÿлерех асăннă конкурсăн Раççей шайĕнче иртекен турне хутшăнма тивĕç пулнине каларĕ. Документсене хатĕрлесе кирлĕ çĕре ярса панă та ĕнтĕ. Эппин, ăнăçу сунар ентешсене.