АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕрке хуралĕнчисен профессиллĕ уявĕ

09 ноября 2010 г.

Халăхăн сыхлăхĕшĕн, пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн, обществăлла йĕркелĕхшĕн тăрăшасси, право йĕркине, саккунсене пăхăнса тăнине тĕрĕслесе тăрасси милици ĕçченĕсен тивĕçĕ. Преступленисене уçса палăртасси те вĕсем оперативлă ĕçленинчен, çирĕп дисциплинăллă пулнинчен, хăйсен ĕçне парăнса та яваплăха туйса тăнинчен килет.

Районти шалти ĕçсен пайĕ район территорийĕнче право йĕркине сыхлассипе тата общественность хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе тата ытти енсемпе те ĕçлет. Халăх сыхлăхĕшĕн тăрăшсах тĕрлĕрен профилактикăлла мероприятисем ирттерет.

Кăçалхи 10 уйăхра 166 преступлени тунине регистрациленĕ, пĕлтĕр çак вăхăтра 198 пулнă. Преступление уçса парасси 83 процентпа танлашать. Эрех-сăрапа ашкăнасси те пурнăç йăлине кĕрсе пырать. Ÿсĕр çынсем хăйсем мĕн тунине те ăнланмасăр преступлени çулĕ çине тăраççĕ. Аслисене пулах çул çитмен ачасем те эрех серепине çакланаççĕ, преступлени енне сулăнаççĕ.

Район территоринче криминаллă лару-тăру ан çивĕчлентĕр тесе, тунă преступленисене вăхăтра уçса парас тĕллевпе тĕрлĕрен рейдсемпе операцисене хутшăнатпăр. Тĕслĕхрен, «Милици тата ачасем», «Асăрхавсăр ача», «Рынок», «Мăкăнь», «Урам», «Арсенал», «Канал», «Çуран çÿрекен» тата ытти те.

Районти шалти ĕçсен пайне килекен заявленисемпе ĕçлесси те лайăхланса пырать. Инкек тÿсекен çийĕнчех килсе пĕлтерет пулсан, çав йĕрпе кайса преступлени тăвакана çийĕнчех аллăран ярса тытма пулăшать. «Хĕрÿ лини» те ĕçрех, çынсем 2-19-08, 02 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравласа преступленисене уçса пама пулăшаççĕ.

РФ Президенчĕ Д.Медведев «Полици çинчен» саккун проектне сĕннĕ. Юлашки вăхăтра пур çĕрте те ăна сÿтсе яваççĕ. Çак проект пурнăçа январĕн 1-мĕшĕнчен мар, мартăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕмеллине палăртнă Президент. Эпир те çак проекта ĕçе кĕртессипе вăй хума тытăннă. Ячĕ улшăнсан та ĕçĕ çавах юлать - халăх хăрушсăрлăхĕн хуралĕнче тăрасси. Милици ĕçĕ пархатарлă та сумлă. Ĕçе хисепе хурса кашни çулах профессиллĕ уяв ирттересси те йăлана кĕнĕ. Çак кун хамăрăн ĕçе пĕтĕмлетсе паратпăр, пĕрле ĕçлекенсене службăра, ветерансене кулленхи пурнăçра ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика