09 ноября 2010 г.
Спорт тĕнчи вăйлисене, çаврăнăçуллисене кăна юратать. Анчах çĕнтерÿ пĕрре те ахаль килмест, тар тăкмасăр, кулленех тренировкăсем ирттермесĕр пулмасть.
Шутлама пултарнă-и Шăхальте пурăнакан Ксюшăпа Людмила тĕнче шайĕнчи ăмăртăва хутшăнасса, унран та ытларах - çĕнтерессе. Паллах, ĕмĕт, шанăç пулнă, ахальтен мар Раççей командин составне кĕнĕ те вĕсем. Италире карате енĕпе иртнĕ ăмăртусенче 65 çынран тăракан Раççей команди 44 медаль çĕнсе илнĕ, командăри чăваш ачисем 24 медаль илсе таврăннă республикăна. «Ку пирĕн командăшăн питĕ пысăк çитĕнÿ пулчĕ. Çакăн чухлĕ медаль çĕнсе илесси çинчен шутлама та пултарайман. Американсем ытла та мăн кăмăллă тыткаларĕç хăйсене, пирĕн команда вара пĕрремĕш пулса тăчĕ, вĕсем, сăмса каçăртакансем, 4-мĕш кăна пулчĕç», - савăнăçлăн каласа парать РФ тата ЧР WКС Карате федерацийĕн президенчĕ В.Тимофеев. Вячеслав Александрович пирĕн района ятарласа Л.Григорьевăпа К.Павловăна чыслама, хĕрсен ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулма хăй килнĕ. Райадминистрацин ларусен залĕнче тĕл пулчĕç те пурте. Райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин хĕрсене Хисеп хучĕсем, карате енĕпе кĕрешнĕ чухне тăхăнмалли ятарлă форма туянма укçа пачĕ.
Çак вăхăтра çĕнтерÿçĕ спортсменкăсем, вĕсен тренерĕ, районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекен Ю.Григорьев хăйсен савăнăçне туйрĕç-ши - калама йывăр, анчах малашне те çитĕнÿсем тума ăнтăлни сăн-пичĕсенче палăрчĕ.