09 ноября 2010 г.
Иртнĕ эрне кун Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче республикăри агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен уявĕ иртрĕ. Унта пирĕн районтан район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пыракан делегаци те хутшăнчĕ.
Унăн йышĕнче район пуçлăхĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ, «В.Павлов» фермер хуçалăх пуçлăхĕ В.Павлов, райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Л.Петров, «Урмарская» чăх-чĕп фабрикин генеральнăй директорĕ Н.Петров, «Шигали» хуçалăх пуçлăхĕ А.Ульянов, тирпейлекен промышленность предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертÿçисемпе ытти специалистсен ушкăнĕ пулчĕ.
Пухăннисене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ С.Павлов саламларĕ, кăçалхи ку тапхăрти ĕçсене тишкерсе умри тĕллевсем çинчен тĕплĕн те çивĕч каларĕ, йывăр ĕçре малти ретре пыракансене уйрăммăн палăртрĕ.
Унтан республика Президенчĕ М.Игнатьев сăмах илсе пухăннисене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Вăл хăйĕн саламлă сăмахĕнче кăçалхи çанталăкăн йывăр условийĕсене парăнмасăр пултаруллă ĕçленĕшĕн мĕн пур ял ĕçченĕсене тав турĕ, яла малалла аталантармалли çĕнĕ майсемпе анлăрах усă курмаллине аса илтерсе яла инвесторсене ытларах явăçтармалли, çамрăк кадрсемпе тивĕçтермелли, ялти ĕçсĕрлĕхе чакарса пымалли, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçмалли çинчен каларĕ. Ĕçре уйрăм малта пыракан патшалăх, районсемпе ял тăрăхĕсене, коллективсене, фермер хуçалăхĕсене, ытти ĕçченсене дипломсемпе премисем парса чысларĕ. Вĕсен шутĕнче фермер хуçалăхне аталантарас, продукци туса илес тата ăна реализацилес ĕçри çитĕнÿсемшĕн пирĕн районти «Г.Ямуков» фермер хуçалăхĕ 30 пин тенкĕ премие тивĕçрĕ.
Юлашкинчен пухăннисене Шупашкарти артистсен коллективĕсем уяв концерчĕпе саламласа савăнтарчĕç.