АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç килĕшĕвĕ пурнăçлантăр

03 ноября 2010 г.

Район прокуратури эрнесерен тĕрлĕ вырăнта ĕçлекенсен ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлессине, вĕсен прависем еплерех хÿтĕленнине тĕрĕслесех тăрать.

Çапла «Гермес» тулли мар яваплă обществăра ĕç договорĕн хăш-пĕр условийĕсене пурнăçламан тĕслĕхсем тупса палăртнă. Общество администрацийĕ ĕç договорне РФ Ĕç кодексне пăхăнмасăр йĕркеленĕ Ĕç договорĕнче хушса тÿлемелли, хавхалантару памалли укçан калăпăшне кăтартман. Сутуçăсене ĕçе илнĕ чухне ĕç договорĕнчи «Работниксене ĕç укçи тÿлесси» пунктра оклад калăпăшĕ 2600 тенкĕ тесе палăртнă, ку вăл чи пĕчĕк ĕç укçин калăпăшĕнчен те сахалтарах (чи пĕчĕк ĕç укçи-4330 тенкĕ). Тĕрĕслев вăхăтĕнче работниксене отпуска ямалли приказсене йышăннă чухне саккун пăснине тупса палăртнă. Çак çитменлĕхсене пĕтермелли çинчен «Гермес» тулли мар яваплă общество директорне хушу панă.

Çакăн евĕр саккуна пăснă тĕслĕхсем районти ытти предприятисемпе организацисенче те пулма пултараççĕ.

Хăвăрăн интерессене хÿтĕлеме прокуратурăна 2-12-68, 2-18-56 «хĕрÿ лини» телефонĕсемпе шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика