03 ноября 2010 г.
Кашни чиркĕвĕн хăйĕн историйĕ, аталанăвĕ. Манăн сăмахăм Казански Турă Амăшĕн Чупайĕнчи чиркĕвĕ пирки пырĕ. Ăна 2004 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче уçнă. Вăл Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Хусанта пĕр паллă предприятие ертсе пыракан Владимир Иванович Караваев тăрăшнипе çĕкленнĕ. Чиркĕве Чăваш Ен Митрополичĕ Варнава çветит тунă.
Кашни çулах кунта Казански Турă Амăшĕн турăшĕ ячĕпе праçник кĕлли иртет. Тĕрĕсрех каласан вăл çулталăкра икĕ хутчен пулать. Пĕрре çулла - июлĕн 8-мĕш кунĕнче, тепре кĕркунне - октябрĕн 22-мĕшĕнче. Июлĕн 8-мĕшĕнче çакă таса сăна тупнине асăнаççĕ. Ăна вара 1579 çулта тупнă. Кашни çул октябрĕн 22-мĕшĕнче пĕтĕм Раççей патшалăхĕ пĕтесрен çăлнине асăнса Турă Амăшне тав тăваççĕ.
XVII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче пирĕн Раççей патшалăхне йывăр килнĕ. 1598 çулта Федор Иванович патша вилсен патша ăрăвĕ пĕтсе çитнĕ. Çак патшан ача-пăча пулман, çавăнпа ун хыççăн патшана шăллĕ, Дмитрий, кĕмелле пулнă. Анчах ăна та Борис Годунов вĕлерттернĕ теççĕ. Çапла вара патша ăрăвĕ пĕтĕмпех пĕтнĕ. Хăш-пĕр паллăрах çынсем хăйсем тÿрех патшана кĕресшĕн пулнă. Анчах та вĕсем тивĕçлĕ çынсем пулманни палăрнă. Раççейре пăтăрмахсем пуçланнă. Çак лару-тăрупа усă курса ют патшалăхсем пусмăрлама тытăннă. Поляксемпе шведсем православи тĕнне улăштарса хăйсен патшалăхĕпе пĕрлештерсе Раççей çĕр шывне пĕтерсе хурасшăн çуннă. Вĕсем вырăссенчен хула хыççăн хула туртса илсе çур патшалăха яхăн хăйсен аллине илнĕ, унтан Мускава çитсе тăнă. Поляксем влаçа хăйсен аллине илнĕ, пур çĕрте те хуçаланнă. Çакăн пирки пĕтĕм халăх пăлханнă. Патшалăхпа православи тĕнĕшĕн тăракан çынсем Мускава тăшмансенчен хăтарма ыйтнă.
Козьма Мининпа Дмитрий Пожарский Чулхуларан çар пухса кайнă. Вĕсем хăйсем пухнă çарпа пĕрле Хусанта тупнă Турă Амăшĕн сăнне илсе пынă. Вĕсем Турă Амăшĕнчен тархасласа пулăшу ыйтнă. Турă Амăшĕ вĕсен кĕллине илтнĕ. Çапла вара Мускава поляксенчен тасатнă. Çак пысăк пулăма халалласа кашни çул Хусанти Турă Амăшĕн турăшĕ ячĕпе Чупай чиркĕвĕнче аслă кĕлĕ иртет. Ăна Николай атте ирттерет. Çак паллă кун районти чылай ялсенчен Турра ĕненекенсем килеççĕ кунта. Николай иерей çынсен чун тасалăхне, ĕненĕвне чĕртсе тăратассишĕн нумай тăрăшать.
Чăваш халăхĕн паллă просветителĕ И.Я.Яковлев: «Турра ĕненсе пурăнасси калама çук пысăк япала - пуринчен ытла эсир çавна хытă тытса тăрăр. Ĕненÿ этемĕн ăсне, кăмăлне çунатлăлантарса лăплантарать, инкек-синкек, хуйхă мĕн курнă вăхăтра чуна хăват парать, ĕçсем ăнса телейлĕ пурăннă чух ĕненÿ чуна тасатать, ăна çутатса тăрать», - тесе çырнă чăваш халăхне панă Халалĕнче.
Çакна тĕпе хурса хăйĕн сăваплă ĕçне пурнăçласа пырать те ĕнтĕ Николай атте. Вăл тĕне ĕненекенсене пурне те ноябрĕн 4-мĕшĕнче аслă праçнике чĕнет.
Аслă уяв православи тĕнне ĕненекенсене пĕрле пуçтарса малашне те ырă ĕç тума хистесе пырĕ. Çапла пултăрччĕ те.