29 октября 2010 г.
Вăрмар район прокуратури хÿтлĕхсĕр е ашшĕ-амăш правинчен хăтарнă ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе хула, ял тăрăхĕсем мĕнлерех тивĕçтернине тăтăшах тĕрĕслесе тăрать. Кашни çыннăн пурăнмалли çурт-йĕрлĕ пулма право пур. Никама та унсăр хăварма пултараймаççĕ. Çав шута хÿтлĕхсĕр, ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасем те кĕреççĕ. Тĕслĕхрен, пирĕн районта кун пек ачасем 12 шутланаççĕ, вĕсенчен 4-шĕ çурт-йĕр илме е çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма Вăрмар хула тăрăхĕнче черетре тăраççĕ. Вăрмар район прокуратури хÿтлĕхсĕр е ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасене çурт-йĕрпе мĕнлерех тивĕçтернине тĕрĕсленĕ май çакна палăртнă: çурт-йĕр илме черете тăнă В.Алексеевăн ыйтăвне тивĕçтермен. Çакна палăртмалла: В.Алексеева çурт-йĕр илмешкĕн 2008 çултах черете тăнă. Хальхи вăхăтра вăл çак черетре пĕрремĕш тăрать. Тĕрĕслев ирттернĕ вăхăтра унăн нимĕнле çурт-йĕр те пулманнине палăртнă.
Тĕрĕслев результачĕсем тăрăх Вăрмар район прокуратури В.Алексеевăна çурт-йĕрпе тивĕçтересси пирки Вăрмар район судне тавăç тăратнă.