АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын шучĕпе пуякансем ан пулччăр

29 октября 2010 г.

Республикăри прокуратурăн хушăвне пурнăçласа социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕçсен хакĕсене районти прокуратура тăтăшах тĕрĕслесе тăрать. РФ Правительствин Постановленийĕпе килĕшÿллĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕçсен хакĕсен мониторингĕн результатне райадминистрацинчен район прокуратурине тăтăшах пĕлтерсе тăраççĕ. Хаксене тăтăшах тĕрĕслесе тăрас тĕллевпе райадминистрацинче ятарлă комисси туса хунă. Ĕçлĕ ушкăн хаксене сăлтавсăрах ÿстерсе ярасран контрольлесех тăрать. Район прокуратури райадминистрацин экономика, промышленность, суту-илÿпе экономика аталанăвĕн пайне хаксене тата ĕçлĕ ушкăнăн ларăвĕсенче апат-çимĕç сутакан пасарти хаксене сÿтсе явсах тăмалли пирки асăрхаттарнă. Вĕсен ĕç-хĕлне тĕрĕсленĕ май, предприятисем тата суту-илÿ сферинче ĕçлекенсем уйрăм предпринимательсем хаксене сăлтавсăрах ÿстерсе янă тĕслĕхсене тупса палăртман. Енчен те эсир, хаçата вулакансем, хаксене сăлтавсăрах ÿстернĕ тĕслĕхсемпе тĕл пулатăр пулсан районти прокуратурăна çийĕнчех пĕлтерĕр. Çапла вара çанталăка пула килсе тухнă йывăрлăхра та çын шучĕпе пуйма хăякансене çийĕнчех тăрă шыв çине кăларма май килĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика