29 октября 2010 г.
«Кĕтеснерсем пек çĕрпе ĕçлекенни районта урăх çук та пулĕ», - тесе тĕрĕсех калаççĕ. Мĕншĕн тесен Кĕтеснерсем мĕн ĕлĕкрен çĕр ĕçне юратнă, унпа туллин усă курнă. Пурнăç улшăннă май хуçалăхсем пĕтсе пычĕç. Кĕтеснерсем вара кунта та çĕрпе еплерех ĕçлемеллине майне тупрĕç. Паянхи куна пирĕн ялта 15 фермер (хресчен) хуçалăхĕ вăй хурать. Кашниех вĕсем 30-200-шер гектар çĕр çинче вăй хураççĕ. Тĕслĕхрен, Геннадий Вячеславович Владимиров 180 гектар çĕр пăхса ĕлкĕрет. Тĕлĕнмелле, 30 çулхи çамрăк арçын çĕр ĕçĕн вăрттăнлăхне мĕнле пĕлме пултарнă-ха; Çĕр хăйне юратса пăхнине сисет теççĕ. Ахăртнех вĕсен ĕçĕнче çакă тĕп вырăн йышăнать пулĕ. Геннадий Вячеславович 1965 çулта Кĕтеснерте кун çути курнă. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн икĕ çул салтакра пулать. Унтан таврăнсан Хусанти университетра истори факультетĕнче вĕренме пуçлать, унтан икĕ çул вĕреннĕ хыççăн, Шупашкарти университета куçса заочно вĕренсе пĕтерет. Вĕреннĕ вăхăтрах вăл колхозра трактористра ĕçлет. «Ĕçне кура хисепĕ», - тенĕ пек ăна трактористран диспетчера лартаççĕ, колхозри профсоюз комитечĕн председательне суйлаççĕ.
1990 çулта ялти ĕçчен те правур хĕрпе Элеонора Кондратьевăпа çемье çавăраççĕ. Мăшăрĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи биологипе хими факультетĕнчен вĕренсе тухса ялти шкулта ачасене вĕрентнĕ. 3 ача çитĕнтереççĕ вĕсем. Аслă ывăлĕ - Сергей - Шупашкарти И.Н Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче электротехника факультетĕнче 3 курсра вĕренет. Вăталăх хĕрĕ - Ксения 9 класра, кĕçĕн ывăлĕ Вячеслав 3 класра вĕренеççĕ. Ывăлĕ ашшĕне ĕçре пулăшас тесех пулĕ çамрăклах машинă-тракторпа çÿреме права илнĕ. Фермерăн техники те сахалах мар та, вĕсене пурне те ĕçлеттермелле-çке. Ял хуçалăх культурисене туса илмешкĕн кирлĕ техника пурте пур. Вячеславăн мăшăрĕ те пур тĕрлĕ техника çине ларса ĕçе тухма пултарать. Хĕрĕн - Ксенийăн та техника патне туртăм пурри сисĕнет. Ÿсе-киле вăл та тĕрлĕ техникăн хуçи пулма пултарасси паллах. Кĕçĕнни Вячеслав хальлĕхе велосипедпа кăна чупать пулин те, техника çине ăшă куçĕпе пăхни палăрать. «Эпĕ те ÿссен атте пекех пулатăп», - тет вăл мăнаçлăн. Чăнахах калаççĕ çав ваттисем: «Чăваш ачин хăрах ури сăпкара, тепри - акара», - тесе.