29 октября 2010 г.
Кĕçĕн Чак ялĕ район центрĕнчен чылай аякра, питех те илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Çыннисем те кунта уçă чунлă та ĕçчен. Çак ялта1960 çулта кун çути курнă та ĕнтĕ Петр Петрович Семенов.
Йышлă çемьере çитĕннĕскер мĕн ачаран çĕр çинче ĕçлеме юратнă. Тăван ялтан таçта аякра ĕçлесе пурăнман. Ашшĕ - Петр Семенович - мĕн ĕмĕр тăршшĕпех Канашри вакунсем юсакан заводра крановщик пулса ĕçленĕ, амăшĕ - Екатерина Ефремовна. Семеновсем 10 ача çуратнă, 9-шĕ çитĕннĕ. Йышлă çемьере ачасем пĕрне кура тепри ĕçлеме хăнăхса ÿснĕ. Çуллахи каникулсенче пĕчĕклех колхоз ĕçне хутшăннă, вăй çитнĕ таран тăрăшнă. Ÿссе çитсен пурте тĕнче тăрăх саланнă, Петр Петрович вара яла юлнă, тĕпри кил-çурта тытса тăрать. Шел пулин те, ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ, амăшĕ 92 çула çитсе паянхи кун та пурăнать-ха, кил ăшшине тытса тăрать, ачисене пĕр саманта та пулин пĕр çĕре пуçтараканни те вăлах. «Малашнехи пурнăçра сывлăхĕ кăна пултăрччĕ», - тет Петр Петрович амăшĕ пирки сăмах тапратсан кăмăллăн. Хальхи вăхăтра амăшне мăнукĕ - Петр Петрович Володя ытларах пăхать. Сăмах май каласан, мăшăрĕпе, Зинаида Макаровнăпа, икĕ ача çуратса пăхса ÿстернĕ - пĕр хĕрпе ывăл. З.Семенова ялти ача садĕнче поварта ĕçлет. Туслă пурăнать ĕçчен çемье, ял шăпишĕн пăшăрханать. «Хуçалăх тем ятлă та пулчĕ, эпĕ яланах механизатор пулнă - улшăнман», - тет шÿтлеме юратакан арçын. Ку чăнах та çапла, юлашки çулсенче хуçалăх ячĕ улшăнсах тăчĕ. Хальхи вăхăтра - 2010 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнчен - вара «Агро-Чаки» пулса тăчĕ. Вĕсем «Арабоси» агрофирмăпа алла-аллăн тытăнса ĕçлеççĕ. Пĕрисем - вăрлăхлăх культурăсем хатĕрлессипе, теприсем - çĕр ĕçĕсене пурнăçлассипе. Ял хуçалăх культурисене туса илессипе те районта лайăх ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕрисем вĕсем. Туслă ĕçлесен тухăçĕ те ăнса пулать. Хуçалăх ĕçĕпе ялта пурăнакансем те кăмăллă пулни сисĕнет. П.Семенов лăп та шăп çав çынсенчен пĕри. Вăл çак хуçалăхра Канашри СПТУран тракториста вĕренсе тухнăранпах вăй хурать. Пĕр вăхăтлăха трактор рульне пăрахнă та салтака кайнă, унта икĕ çул пулнă хыççăн каллех тăван ялта механизаторсен ретне тăнă. «Мĕнле кăна ĕç пурнăçламан пулĕ хам ĕмĕрте. Ытларах Т–150 тракторпа ĕçленĕ, халĕ - çĕнĕ йышши тракторпа», - тет хисепе тивĕçлĕ механизатор.