29 октября 2010 г.
Чăваш Республикинче усăсăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе йĕркеленĕ программа вăя кĕме тытăннăранпа пирĕн районта 6561 гектар çĕр сухаласа пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.
Райадминистрацин ял хуçалăх, экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕнче вăй хуракансем ку енĕпе темиçе çул ĕнтĕ çанна тавăрсах вăй хураççĕ, тахçантанпах сухаланмасăр выртакан, никама та усă паман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессишĕн çулсерен тăрăшаççĕ. Районти кунсерен вăй илсе пыракан ял хуçалăх предприятийĕсемпе уйрăм фермерсем сухаланман çĕрсене арендăна илсе акса-лартса хăварасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Чылай ял тăрăхĕсенче усăсăр выртакан пĕр гектар çĕр те çук. Хальхи вăхăтра вара Пинер, Кавал ял тăрăхĕсенчи çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессишĕн ĕçлеççĕ. Ку енĕпе Е.Армановапа В.Крылов ĕçе пуçăннă. Хальччен усăсăр выртнă çĕрсене арендăна илсе пусă çаврăнăшне кĕртекенсене хальхи вăхăтра патшалăх енчен тăкаксене те саплаштараççĕ. Çавна май вĕсен ĕç-хĕлĕпе райадминистрацинче ятарласа туса хунă комисси членĕсем интересленсех тăраççĕ. Комисси председателĕ, райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăх, экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Петров, тĕп агроном Н.Николаев, райадминистрацин финанс пайĕнчи ертсе пыракан специалист-эксперт Э.Илларионова Пинер ял тăрăхне çитсе Е.Армановапа В.Крылов фермерсен сухаламалли çĕрĕсен чиккисене палăртса пачĕç, миçе гектар сухаламаллине калаçса талчĕç.