26 октября 2010 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов Вăрнар районĕнче пулнă. Республикăра выльăх йышне пĕлтĕрхи шайран чакармасăр сыхласа хăварасси - тĕл пулусен тĕп ыйтăвĕ.
Сăмах май, Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх - республикăри мĕн пур хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 241,7 пин пуç. Çак шутран 120 пинĕшĕ - сăвакан ĕне. Кайăк-кĕшĕк пĕтĕмпе 2974,8 пин пуç. Цифрăсем пĕлтĕрхинчен чылай пĕчĕкрех. Выльăх шучĕ чакнин сăлтавĕ паллă. Шăрăх çанталăка пула кăçал хуçалăхсем палăртнинчен икĕ хута яхăн сахалрах выльăх апачĕ хатĕрленĕрен ĕне-вăкăра хĕл каçарасси чылайăшне хăратать. Выльăх-чĕрлĕхе сутса кăткăс лару-тăруран тухма тăрăшать хăшĕ-пĕри. Çавна май республикăри хăш-пĕр хуçалăхра выльăхсен йышĕ палăрмаллах чакнă. Улатăр районĕнче ку енĕпе лару-тăру уйрăмах кăткăс. 1366 пуç выльăха сыхласа хăварайман кунта (16,5 процент), çак йышран 297-шĕ сăвакан ĕне. Çавăн пекех Çĕрпÿ районĕнче - 768 пуç, Етĕрне районĕнче - 711 пуç, Шупашкар районĕнче 611 пуç чакнă. Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă, Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Тăвай районĕсенче мăйракаллă шултра выльăха та, сăвакан ĕнесене те, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ÿстерме вăй çитернĕ.
Салатма çур кун, пухма - çĕр çул теççĕ. Çакна вăхăтра ăнланса илнĕ хуçалăхсене патшалăх тĕллевлĕн пулăшать. Ял хуçалăх министрĕ пĕлтернĕ тăрăх - хуçалăхсене выльăх апачĕпе тивĕçтерме уйăракан пулăшу виçи 250 млн тенкĕпе танлашать. Çак суммăран 120,5 млн республикăна çитнĕ. Субсидин иккĕмĕш пайне выльăх шутне çулталăк пуçламăшĕ тĕлне çак виçерех сыхласа хăварма шантаракансем илĕç. Сергей Владимирович сăмаха тытайманнисен укçана каялла тавăрмалла пулассине те асăрхаттарчĕ. Пĕрлештернĕ хуçалăхсемпе танах патшалăх выльăх-чĕрлĕх тытакан уйрăм çынсене те пулăшас тĕллевлине палăртрĕ министр.
Дотаци уйăрма май çук пулин те, сăмахран, фуражлăх тырра йÿнĕрех хакпа (6 тенкĕ те 50 пуспа) туянма пулать. Пулăшу кунпа кăна вĕçленменнине пĕлтерчĕ С.Павлов. РФ Правительстви çитес çулăн пĕрремĕш кварталĕнче выльăх шутне сыхласа хăварнă регионсем валли 5 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă.
Министр каланă тăрăх - пирĕн республикăна 100 млн яхăн тенкĕ килес шанчăк пур.