26 октября 2010 г.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикин патшалăх софинансированийĕн программине 77,1 пин çын кĕнĕ, 2010 çулта - 19 пин ытла, Вăрмар районĕнче 680 çын хутшăнма кăмăл тунă. Çак программăпа килĕшÿллĕн пенсин пухăнса пыракан пайĕ валли республикăра пурăнакансенчен Пенси фондне 16 млн ытла тенкĕ куçнă. Раççейĕпе илес пулсан 1,72 млрд., Вăрмар районĕпе 350 пин тенкĕ. Программăпа ĕçлекен районти çак предприятисемпе организацисене уйрăмах палăртса хăварас килет: «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУО (кунти 26 çын хутшăнма кăмăл тунă), Вăрмар район администрацийĕ, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам, Чупайĕнчи, Чулкасри, Урнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем, «Урмарский» пасар, Федераллă Казначействăн районти уйрăмĕ, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ, Вăрмарти тĕп больница.
Аса илтеретпĕр, пенсин патшалăх софинансированийĕн программи паянхи кун ĕçлекен çынсемшĕн пулас пенсине патшалăх пулăшăвĕпе усă курса ÿстересси. Гражданин хăй енчен 2 пинрен пуçласа 12 пин таранччен укçа куçарать пулсан, патшалăх вара çак суммăна икĕ хутчен ÿстерсе парать. Пенсин патшалăх софинансированийĕн программи гражданин пĕрремĕш взнос хунă хыççăн 10 çуллăха пырать. Программа шайĕнче взноссене уйăхсерен е тÿрех пĕтĕмпе хăвăр ĕçлекен организацин бухгалтерийĕ е кирек епле банк урлă та куçарма пулать. Взноссене Раççей Перекет банкĕн терминалĕсем урлă куçарма пулать. Çакăн валли Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмран нумай хут усă курмалли штрих-кодлă квитанци илмелле.
Пенси çулне çитнĕ çынсем хăйсен ирĕкĕпе хушма взноссем хурса пыраççĕ, анчах пенсине шутлаттарман пулсан, патшалăх вĕсен взносĕсене 4 хутчен ÿстерет.
Паянхи кун çак программăна патшалăх пулăшăвĕсен интернет порталĕ урлă кĕме пулать (www.gosuslugi.ru). Çакăн евĕрлĕ пулăшупа усă курас тесен, интернетра Раççей Пенси фончĕн пайне кĕрсе заявлени бланкне тултармалла.
Çавăн пекех Раççей Пенси фондĕнче ятарлă консультаци центрĕ уçăлнă. Талăкĕпех тÿлевсĕр 8-800-505-55-55 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа кирек епле интереслентерекен ыйтусем çине хуравсем тупма пулать.