АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «ОВАС» изделийĕсене Раççейĕпе туянаççĕ

26 октября 2010 г.

Кашни предприятин хăйĕн аталану çулĕ. Пĕрисем рынок тапхăрĕнче вăйланса, çирĕпленсе пыраççĕ, теприсем тĕрлĕ сăлтавсене пула панкрута тухаççĕ.

«Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществи чылай çул пĕр чарăнмасăр ĕçлесе пычĕ. Анчах та хальхи вăхăтра рынок тапхăрĕнче ура çинче çирĕп тăма пĕрре те çăмăл мар. Çавна май «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществи хăйĕн акцисене çĕнĕ инвестора пачĕ темелле. Çак кунсенче ун никĕсĕ çинче тепĕр çĕнĕ предприяти «ОВАС» тулли мар яваплă общество ĕçлесе кайрĕ. Тĕрĕсрех каласан кунта икĕ тулли мар яваплă обществăсем пулĕç. Палăртма кăмăллă: асăннă предприятисем пирĕн патĕнче регистрациленнĕ, çакă малашлăхра районăн социаллă- экономикăллă аталанăвне тĕреклетме пулăшĕ. Ку предприяти пуçласа республикăн тĕп хулинче 1986 çулта уçăлнă. Ăна йĕркелесе яраканĕ - Олег Николаевич Смирнов. Малтанласа кунта 9 çĕвĕç тăрăшнă. Халĕ вара мал ĕмĕтлĕ О.Смирнов 12 çĕвĕ фабрики тытса тăрать. Вĕсем пурте ăнăçлă ĕçлеççĕ. Пултаруллă, çаврăнăçуллă ертÿçĕн 13-мĕш фабрики пирĕн районта уçăлчĕ. Хальхи вăхăтра кунта 100 яхăн çĕвĕç тăрăшса вăй хурать. Асăннă предприятинче ача-пăча валли курткăсем çĕлеççĕ. Кашни тĕсĕ хăйне евĕр. Пурĕ 58 тĕрлĕ продукци туса кăлараççĕ ăста алăллă çĕвĕçсем. «Хĕлле - 2011» коллекци вара ассортименчĕпе уйрăмах пуян.

Пахалăх палли - предприяти чысĕ. «ОВАС» маркăпа тухакан изделисене Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче хаваспах туянаççĕ, заказсем те вĕсен чылай. «Вăрмар çĕрĕ çинче йĕркеленнĕ «ОВАС» тулли мар яваплă обществăн продукцине туянакансем чылай. Хĕле хатĕрленнĕ май, чылайăшĕ çак вăхăтпа çÿремешкĕн ăшă курткăсем туянать. Эпир вара вĕсен ыйтăвĕсене пур енлĕн тивĕçтерме тăрăшăпăр», - тет предприяти директорĕ Владимир Васильевич Лукин.

Ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприяти çулсерен Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче иртекен выставкăсене хутшăнать, малти вырăнсене тивĕçет. Пурлăхпа техника базине çирĕплетессипе те ĕçлеççĕ вĕсем. Акă асăннă обществăра çĕвĕçсем валли çĕнĕ çĕвĕ машинисем туяннă. Пĕтĕмĕшле каласан ĕç процесне çăмăллатассишĕн тăрăшаççĕ кунти ертÿçĕсем.

Асăннă предприятин ĕмĕт-тĕллевĕсем пысăк. Эппин вĕсем пурнăçланса пырасса шанас килет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика