22 октября 2010 г.
Иртнĕ юн кун пирĕн районта Пĕрлехи информаци кунĕ пулчĕ. Вăрмар районне çак тĕллевпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев, Суд департаменчĕн ЧР Управленийĕн начальникĕ В.Петров, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ А.Усов килнĕ, çавăн пекех информаци кунне район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ Ю.Соколов, райадминистрацин культура, архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ И.Дмитриева хутшăннă. Ĕçлĕ ушкăнсем Чулкас, Мăнçырма, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕсене çитнĕ, халăхпа тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусем сÿтсе явнă. Ку вăл октябрĕн 10-мĕшĕнче иртнĕ хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ тата унăн пĕтĕмлетĕвĕсем; ЧР Президенчĕн М.Игнатьевăн Указĕсене пурнăçлани; Чăваш Республикин 2010 çулхи 9 уйăх хушшинчи социаллă-экономикăллă аталанăвĕ; 2010 çулхи пĕрремĕш çур çуллăха республикăра тухса тăракан периодика изданийĕсене çырăнса илесси.
Вăрмар. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Г.Васильевпа тата Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитинăн ĕçлĕ ушкăнĕ чи малтанах «ОВАС» Вăрмарти çĕвĕ фабрики» тулли мар яваплă обществăна çитсе курнă. Малтанхи «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществи çинче никĕсленнĕскер çак кунсенче вăл çĕнĕллĕ ĕçлеме пуçларĕ. 100 çĕвĕçе яхăн вăй хурать кунта. Предприятин тĕп специализацийĕ - ача-пăчасем валли курткăсем, мамăк курткăсем çĕлесси (58 моделе яхăн). Хальхи вăхăтра кунта çĕнĕ йышши оборудованипе «Хĕлле-2011» коллекци хатĕрлеме пуçланă.
Чулкас. Унтан информушкăн Чулкас ял тăрăхне çитсе курнă, К.Маркс урамĕнче 1 километр вăрăмĕш тăсăлакан автоçула сарас ĕçпе паллашнă. Г.Васильев халăх çыравĕ мĕнлерех пынипе кăсăкланнă, çак кун тĕлне 60 процента яхăн çынна шута илнĕ.
Пысăк Енккасси. Суд департаменчĕн ЧР Управленийĕн начальникĕ В.Петров тата райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов Пысăк Енккасси ял тăрăхне çитсе курнă, халăхпа тĕл пулнă.
Мăнçырма. Октябрь уйăхĕнче иртнĕ хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕсенче Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхне В.Семенова иккĕмĕш хут суйланă. Ял халăхĕ ăна шанать, хисеплет, çавăнпа çак суйлавра та уншăнах сасăланă.
ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ А.Усов тата райадминистрацин пайĕн пуçлăхĕ И.Дмитриева шăпах Мăнçырмана çитсе килчĕç. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче, модельлĕ библиотекăра, Культура çуртĕнче, шкулта, çавăн пекех А.Белов предпринимателĕн лимонад туса кăларакан цехĕнче пулса курнă. Йывăрлăхсем пур çĕрте те пур. Акă ял тăрăхĕн администрацине, Культура çуртне ăшă кĕртме нумай укçа-тенкĕ кирлĕ. Ялта предпринимательсем аталанса ĕçлени те витĕмлĕ. Уйрăмах нимĕнле патшалăх пулăшăвĕсĕрех ялта лимонад цехне хута яни тĕлĕнтерчĕ А.Усова. Халăх çыравне те халăх активлă хутшăннине палăртрĕç ял тăрăхĕн специалисчĕсем, пин ытла çын пурăнакан ялта 90 процентне шута илме ĕлкĕрнĕ çак кун тĕлне.