15 октября 2010 г.
Кулленхи пурнăçра кашни Вăрмар çынниех чукун çулпа тĕл пулать. Çынсем ĕçе, ачасем шкула чукун çул урлă каçса çÿреççĕ. Хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пурнăçласа пымасан инкек килсе тухма пултарать. Çавăнпа та кашни çыннăн, чукун çул çывăхĕнче пулсан, тимлĕхе уйрăмах ÿстермелле, çак правилăсене çирĕп пурнăçласа пымалла:
- чукун çул урлă палăртнă вырăнтан е кĕпер урлă анчах каçмалла;
- çул урлă каçас умĕн килекен пуйăс çуккине пĕлсе тăмалла;
- пуйăс çывхарса килсен чарăнса тăрса ăна ирттерсе ямалла, хăрушлăх тухса тăмасан кăна каçма юрать;
- чукун çул урлă каçмалли вырăн тĕлне çывхарнă чухне çутă тата сасă сигналне асăрхаса тăмалла, шлагбаум уçă чухне кăна çул урлă каçма юрать.