АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекенсене никам та манас çук

15 октября 2010 г.

2010 çула «Вĕрентекен çулталăкĕ» тесе йышăннă. Çавăнпа та çак çул халь вĕсен ĕçне тишкерсе хакланисĕр пуçне ветеран учительсене аса илме те тивĕç эпир. Юратнă учительсем çинчен каласа парас килет, мĕншĕн тесен урăхла пулма та пултараймасть.

«Чăн-чăн учитель пулма çуралмалла», - теççĕ халăхра. Мăнçырмара пурăнакан Зинаида Ильинична Петрова çавăн пек çынсенчен пĕри. З.Морозова (хĕр чухнехи хушамачĕ) 1935 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче Чăрăшçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ вăрçă çулĕсенчех йывăр чире кайса çемьерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă хыççăн амăшне çăмăл пулман пĕр ывăлпа тăватă хĕр ачана пĕччен ура çине тăратма. Хута вуçех те пĕлменскер, ачисене вĕрентме питĕ тăрăшнă вăл. Унсăр пуçне упăшкин вилес умĕн каласа-хушса хăварнă сăмахĕсем: «Лисук, хĕр ачасем питĕ тăнлă пирĕн, мĕнле те пулин вĕрентме тăрăш», - тени виççĕшне аслă (пурте учитель ĕçне суйласа илнĕ), иккĕшне вара ятарлă вăтам пĕлÿ пама хистенĕ, вăй-хăват парса тăнă.

Зинăн ачалăхĕ хаяр вăрçă вăхăтне лекнĕ пулин те, пурнăç тем чухлĕ йывăр килнĕ пулсан та учитель пулас ĕмĕтĕнчен пĕр самантлăха та каялла чакман пĕлÿшĕн çунакан хĕр ача. Вăтам шкул пĕтерсен малалла вĕренме талпăннă. 1959 çулта И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика институтне ăнăçлă пĕтерсе математика учителĕн дипломне алла илсен направленипе кайса вĕрентÿ ĕçне Тутар Республикинче пуçăннă.

Мăнçырма ял каччипе паллашса çемье çавăрса телейне тупнă, кунтах пурăнма пуçланă. Мăнçырмари вăтам шкулта 1963 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа 1994 çулхи сентябрьччен мĕн тивĕçлĕ канăва каичченех ĕçленĕ пултаруллă педагог.

Зинаида Ильинична тÿрĕ кăмăлĕпе, дисциплина çирĕплĕхĕпе, тарăн пĕлĕвĕпе, анлă тавра курăмĕпе, хăй суйласа илнĕ ĕçе чун-чĕререн юратнипе пуринчен те палăрмаллах уйрăлса тăнă. Унăн çак енĕсем нумайăшĕншĕн тĕслĕх пулнă. Ĕçре - яланах малтисен ретĕнче, обществăлла ĕçе те яланах хастар хутшăннă, шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă, шкулти профсоюз комитетне нумай çул хушши çÿллĕ шайра ертсе пынă. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн «В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул» медале, Чăваш республикин Çут ĕç министерствин грамотине, нумай Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ вăл. Çамрăк ăрăва вĕрентÿпе воспитани парас ĕçре тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Ĕç ветеранĕ» медальпе наградăланă ăна.

Алгебра тата геометри предмечĕсене вĕрентнĕ пире Зинаида Ильинична. Ун чухне «нулевой» урок теттĕмĕрччĕ, кашни кун шкула çичĕ сехет çитнĕ тĕле математика урокне хаваспах васканă, ăна юратса вĕреннĕ. Ку, паллах, учитель пире тарăн пĕлÿ парас тесе хăй вăхăтне, сывлăхне шеллемесĕр тăрăшнинчен килнĕ, çитменнине хăй ирĕкĕпе ирттерекен тÿлевсĕр ĕç тунă вăл, килте хуçалăх та, пĕчĕк ачасем те пулнă. Халь шутлатăп та, питĕ шел, тивĕçлĕ хаклама пĕлместпĕр эпир учитель ĕçне. Хăш-пĕр правилăсемпе формулăсене пурнăçри пулăмсемпе е мĕнпе те пулин танлаштарса çирĕплетсе хăварнисем, 40 çул ытла иртнĕ пулсан та, паянхи кун та хăлхарах. Тата класс ертÿçи пулнă май (ăна юратса суйласа илнĕччĕ) хамăра вĕрентекенсенчен чи çывăххи пулнă вăл пирĕншĕн. Тĕрлĕ темăпа ирттерекен калаçу каçĕсенче пире, шкул ачисене, тăрăшса вĕренме пур условисем те пурри çинчен калаçса ларнă хушăрах куçĕсене шывлантарсах ачалăхĕ йывăр вăхăтра иртнине аса илетчĕ: «Вăрçă çулĕсенче тата ун хыççăн та сахал мар терт курнă - çимелли, хутмалли çукчĕ. Анне çуркунне çитсен ачасене час-часах тутлă ыйхăран вăратса ир-ирех, хĕвел тухиччен, уя шăннă çĕр улми пухма илсе каятчĕ, унран мăян çăнăхĕпе хутăштарса çăкăр пĕçерсе çитеретчĕ», - каласа кăтартатчĕ вăл.

Халь шкул ачишĕн пурнăç чăнах та ырлăх кăна. Ют ялтан çÿрекенсене шкула та, киле те ятарлă автобус илсе çитерет. «Аслă классенче тÿлевлĕ вĕреннĕ, вĕренме Кавала çуран çÿренĕ. Хăш-пĕр чух уйра юнашар кашкăр уласа пыратчĕ», - тенине те астăватăп-ха.

Пурнăç яланах тикĕс килмест çав, шел, пăтăрмахсем те килсе тухаççĕ. Мăшăрĕ, Валерий Гурьевич Петров, физика предметне вĕрентетчĕ тата вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕ пулса тăрăшатчĕ, пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ. Пĕрле туслă пурăнса вĕсем виçĕ ача пăхса çитĕнтерчĕç. Аслă ывăлĕ, Константин, энергетика техникумне вĕренсе пĕтернĕ, халĕ çемйипе Çĕнĕ Шупашкар хулинче тĕпленсе ĕçлесе пурăнать. Хĕрĕ, Эльвина, малтан экономика техникумĕнче, унтан Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илсе ăста специалист пулса тăнă, «Урмарытеплосеть» предприятинче тĕп бухгалтер пулса ĕçлет. Кĕçĕн ывăлĕ, Сергей, строитель ĕçне алла илнĕ.

Зинаида Ильинична 75 çулти пек мар, пурнăç хăйĕн кукăр-макăрне кăтартнă пулин те, пурăнас кăмăл-туйăмĕ пысăк та пуян, ăс-тăн енчен çирĕп, сывлăхĕ аптрамасть, Турă панă кун-çулпа тирпейлĕн те çирĕппĕн утăмлать, килте кĕçĕн ывăлĕпе шăкăлтатса пурăнать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика