15 октября 2010 г.
Раççей карате федерацийĕ кăçалхи октябрĕн 22-24-мĕшĕсенче Италири Каорле хулинче пулса иртекен VII Тĕнче кубокне хатĕрленсе ачасемпе çамрăксем тата юниорсем хушшинче чи пултаруллă спортсменсем тупса палăртас енĕпе Çĕнĕ Шупашкарта Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăрту ирттернĕ. Унта 350 спортсмен тупăшнă. Чăваш, Тутарстан, Удмурт, Мордва, Мари Эл республикисенчен, Челябинск, Тверь, Самара, Саратов, Мускав, Вологда, Чулхула облаçĕсенчен чи пултаруллă каратистсем килнĕ. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командинче пирĕн районти Шăхаль шкулĕнче вĕренекен Ксения Павлова тата Алексей Ильин пулнă, 10-11 çулхи хĕр ачасем хушшинче ката енĕпе Ксения виççĕмĕш вырăна тухнă, командăпа ăмăртса - иккĕмĕш вырăнта. Çав çулхи арçын ачасенчен ăмăртăва хутшăннă 71 спортсмен хушшинче Алексей тăххăрмĕш пулнă. Ку вăл уншăн пысăк çитĕнÿ. Спортăн çак енĕпе вăл пĕр çулталăк ытларах кăна кĕрешет-ха. Дмитрий Семенов 18-20 çулхи юниорсем хушшинче ката енĕпе виççĕмĕш вырăна тухнă. Çÿлте асăннă спортсменсене спортри ăсталăха Шăхаль шкулĕнчи Ю.Григорьев тренер хăнăхтарать. Тупăшура 16-17 çулхи хĕр ачасенчен Людмила Григорьева выляса илнĕ, ката енĕпе пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Командăра тупăшса - иккĕмĕш вырăнта. Кумитэ енĕпе те кăçал Шупашкарти электромеханика колледжне вĕренме кĕнĕ Людмила иккĕмĕш пулнă. Халĕ унăн тренерĕ - республикăри карате федерацийĕн Президенчĕ В.Тимофеев.
Ю.Григорьев тренер хăйĕн воспитанникĕсен çитĕнĕвĕсемпе чăннипех те савăнать те, мухтанать те. Вăл çавăн пекех ăмăртăва хутшăнма укçа-тенкĕ енчен пулăшнăшăн Ю.Семенов спонсора тав тăвать.